Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Президент программине пурнăçласа

Чăваш Республикин Президенчĕн Н.Федоровăн «Автомобиль çулĕсем тăвассине хăвăрт вĕçлес енĕпе пурнăçламалли мерăсем çинчен» Указ пирĕн районта кăçалхи çур çулта мĕнле пурнăçланнин пĕтĕмлетĕвĕсем тата виççĕмĕш кварталта тумалли ĕçсем çинчен Чăваш Республикин Хула строительствин тата общество инфраструктурин аталанăвĕн министрĕн заместителĕ А. Лепилин, район пуçлăхĕ В. Кириллов, райадминистрацин строительство тата обществăлла инфраструктура аталанăвĕн пайĕн начальникĕ А. Тихонов, «Чувашупрдор» патшалăх унитарлă предприятийĕн директорĕн заместителĕ Н. Константинов ĕçлĕ çул çÿревре сÿтсе явнă. Чи малтанах министр заместителĕ А. Лепилин ертсе пыракан ушкăн Чăрăшçырма, Атнаш, Вăтакас, Кинчер ялĕсем патне каякан автоçул çинче пулса унти ĕç-хĕлпе тĕплĕн паллашнă. Республика представителĕ палăртнă тăрăх, ЧР Президенчĕн Н.Федоровăн «Автомобиль çулĕсем тăвассине хăвăрт вĕçлес енĕпе пурнăçламалли мерăсем çинчен» пирĕн районта ăнăçлă пурнăçа кĕрет. Çавна май ялсем патне çул-йĕр тăвасси те вĕçленсе пырать. Пурĕ 70 миллион тенкĕлĕх ĕçсем пурнăçланă. Кăçал сентябрь уйăхĕ тĕлне çÿлерех асăннă ялсем патне паха çул-йĕр çитмелле. Апла пулсан пĕчĕк ялсен те малашлăхĕ ÿсĕмлĕ пулĕ. Çав вăхăтрах тепĕр ушкăнĕ район центрĕнче çĕкленекен физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли спорт комплексĕнче пулса курчĕ, кунти строительсен ĕçĕпе кăсăкланчĕ. Çакна палăртмалла: паянхи куна илес пулсан кунта ĕçсем кал-кал пулса пыраççĕ. Ку комплекса хăпартма пурĕ 132 миллион тенкĕ уйăрнă, хальхи вăхăтра унăн чылай па­йĕпе строительствăпа монтаж ĕçĕсене пурнăçланă.

Юлашки çулсенче районта инфраструктура аталанăвĕ ÿснĕçемĕн ÿссе пырать. Çитес вăхăтра плана кĕртнĕ строительство объекчĕсенчен пĕри - чукун çул вокзалĕ. Унăн проектпа смета документацийĕ экспертиза тухнă. Ĕçлĕ çул çÿревре яваплă çынсем пассажирсем çÿрекен перрона мĕнлерех тумалли, чукун çулăн 6 линине сÿтсе çĕнĕрен вырнаçтармалли, инженери сечĕсене куçармалли пирки калаçнă. Чукун çул вокзалне хăпартма пурĕ 68 миллион тенкĕ уйăрнă. Эппин пирĕн район çитес çул Республика кунне тивĕçлĕ шайра кĕтсе илессе шанас килет.

З. Павлова.



"Урмарская районная газета"
06 августа 2008
00:00
Поделиться