Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Тасалăхпа тирпейлĕхшĕн

Тавралăха тирпей-илем кĕртесси районта кунран-кун йăлана кĕрсе пырать. Предприятисемпе организацисенче ĕçлекенсем хăйсен ĕç вырăнĕсенче тасатнипе пĕрлех район центрĕнчи культурăпа кану паркĕнче ĕçлерĕç. Иртнĕ кунсенче райадминистраци ĕçченĕсем паркра çумкурăксемпе хăрнă йывăçсенчен тасатрĕç. Вĕсен тĕслĕхĕпе районти тĕп больницăри сывлăх хуралçисем, 70 çын, иртнĕ шăматкун субботник ирттерчĕç. Парка çум-курăкран, çапкаланса выртакан йывăçсенчен тасатрĕç. Район республика кунне хатĕрленни куç умĕнче.

Н. Шишкина.



"Урмарская районная газета"
06 августа 2008
00:00
Поделиться