Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ял администрацийĕ тăрăшнипе

Юлашки вăхăтра республикăра, çав шутра пирĕн районта та çулсене йĕркеллĕ пăхса тăрасси çине пысăк тимлĕх уйăрма пуçларĕç. Иртнĕ çул Мăнçырма ялĕ витĕр тухса каякан юхăнса кайнă çула тÿрлетме «Слава» фермер (хресчен) хуçалăх пуçлăхĕ В.Павлов тата ытти спонсорсем тăрăшнипе Кавал çырминчен чул турттарни çинчен çырнăччĕ.
Нумаях пулмасть ял администрацийĕн пуçарăвĕпе асăннă çул çине 560 тонна грави турттарчĕç. Икĕ кĕпер хушшинчи çул уйрăмах ванса пĕтнĕччĕ, çав тĕ­ле 12 КамАЗ автомашинăпа грави тăкрĕç, ăна якатрĕç. Кунта ĕн­тĕ ял тăрăхĕн пуçлăхне В.Семенова лайăх енчен палăртас килет, унăн тăрăшулăхĕнчен килчĕ çакă. Çула йĕркене кĕртнĕшĕн хаçат-журнал турттаракан районти почтамт тата ытти водительсем кăмăллă. Халĕ ялти икĕ касра пурăнакансем пĕр-пĕринпе тачă çыхăну тытма пултараççĕ. Çывăх вăхăтрах ял тăрăхĕн пуçлăхĕ ыт­ти çулсене те чул сарса тирпей­лес­шĕн. Тирпей-илем кĕртес тĕ­лĕшпе ăнăçлă ĕçлеççĕ. Ялти куль­тура çурчĕ умне тимĕр карта тытрĕç. Чиркÿ кассинчи çăл патĕнчи кĕпе-тум-тир çумалли валашки ванса çурăлса пĕтнĕччĕ. Çурăкĕсене тимĕр листисемпе çапса питĕркелесе хунăччĕ. Анчах та кунпа хĕрарăмсем кăмăлсăр пулчĕç. Çавна шута илсе çав валашка вырăнне асбестпа цементран тунă труба хучĕç. Ял тăрă­хĕн депутачĕ Ю.Матвеев йĕркелесе ертсе пычĕ. О.Семенов, Л.Ива­нов, П.Гурьев, Ю.Павлов, В.Александров тăрăшса вăй ху­чĕç. Ку ĕçе леш касри Энкĕпуçĕнчи çăл патĕнче те вĕçленĕ. Куншăн, паллах, ял хĕрарăмĕсем савăнаççĕ.
Хальхи вăхăтра ял администрацийĕ культура çурчĕ патĕнчи котельнăйĕнче юсав ĕçĕсене хăвăртрах вĕçлессишĕн тăрăшать. Кăçал ку ĕçе вĕçне çитереймесен те çитес çул культура керменĕнче ăшă пуласса шантарать.

Г. Петров.



"Урмарская районная газета"
06 августа 2008
00:00
Поделиться