Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пирĕн районтан – тепĕр олимпиец

Тĕнчери спорта юратакан мĕн пур çынсем халĕ Пекинри XXIX Олимпиада вăййисемпе интересленеççĕ, ăмăртусем мĕнле иртнине сăнасах тăраççĕ. Пирĕн районта пурăнакансене вара Сергей Иванов велосипедистăн шăпи те интереслентерет.

Унăн ашшĕ - Валерий Иванов Кĕтеснер ялĕнче çуралса ÿснĕ. Хăйĕн спорт­ри ăсталăхне Вăрмарти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче ÿстернĕ. 1971 çулта Ставрополь крайĕнчи Георгиевск хулинче Пĕтĕм Раççейри ăмăртусем пулса иртнĕ. В.Иванов 25 çухрăмлă дистанцире 20 спорт мастерне кая тăратса хăварать. Виççĕмĕш вырăн йышăнса кĕ­мĕл медаль çĕнсе илет, СССР спорт мастерĕн нормине пурнăçлать. Спорт шкулне çÿрекенсенчен чи малтан СССР спорт мастерĕ пулса тăрать.

Сергей ятлă ывăлĕ 1975 çул­та çуралнă. Вăл та ашшĕ çулĕпех кайнă. Кĕтеснерти вăтам шкул хыççăн Шупашкарти Олимп резервĕ­сен шкулĕнче вĕреннĕ, спорт­ри ăсталăхне малалла туптанă. Самарăра ирттернĕ ăмăртусенче ырă тĕслĕх кăтартнă. Валерий Расколовпа пĕрле «Ла­да» - Самара - ЦСК командăра ăмăрт­нă. Спорт мастерĕ С.Иванов профессионал Италири «TVM» командăра та пулнă. Итали командин составĕнче пулса ют çĕр-шывсенче ирттернĕ ăмăртусенче хăйĕн пултарулăхĕпе палăрса тăнă. Халĕ вăл Бельгире пурă­нать. Пекинра иртекен Олимпиадăра Раççей чысне Самара облаçĕн командин составĕнче хÿтĕлет.

А. ХОВАНСКИЙ.



"Урмарская районная газета"
09 августа 2008
00:00
Поделиться