Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Спортсменĕсем - Китайра, тренерĕсем - Вăрмарта

Ĕнер Китай тĕп хулинче Пекинра çуллахи XXIX Олимпиада уçăлнă. Унта хутшăнакан 467 спортсментан виççĕшĕ пирĕн ра­йонтан. С.Захарова (марафон), В.Андре­ева (маунтинбайк), Т.Петрова (çăмăл атлетика). Вăрмарсемшĕн пысăк чыс ку. Пысăк пĕлте­рĕш­лĕ ăмăртăва районтан çавăн чухлĕ спортсмен хутшăнни ра­йон историйĕнче халиччен пулман. Пурте вĕсем ăсталăха А.Ф.Федоров ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче (директорĕ С.Архипов) туптанă. Спортăн анлă çулĕ çине тухма вĕсене Г.Исаев (Энĕшпуç), В.Семенов (Мăнçырма), Ю.Архипов (Пысăк Енккасси) тренерсем хăнăхтарнă.

Г. ИСАЕВ. 25 çул ĕнтĕ Энĕш­пуçĕнчи вăтам шкулта физкультурăпа спорта аталантарас­си­­шĕн хăйĕн мĕн пур пĕлĕвне, вăй-халне парать. Вуншар пул­тарул­лă спортсмен вĕрентсе хатĕрленĕ вăл. Ĕçри çитĕнÿсемшĕн ăна «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ» хисеплĕ ят па­нă. Унăн воспитанникĕ, çăмăл атлетика енĕпе Раççей спорт мастерĕ, марафон енĕпе Тĕнче чемпионачĕн бронза призерĕ (2001), команда йышĕнче марафон чупассипе Тĕнче кубокĕн бронза призерĕ (2003), Берлинти марафонăн бронза призерĕ (2003), Бер­линти марафонăн бронза при­зерĕ (1999), Лондонри марафонăна кĕмĕл призерĕ 2001, 2002, 2008, Бостонри тата Чикагори марафонсен çĕнтерÿçи (2003), XXVIII Олимп вăййисене хутшăнса С.Захарова халĕ вара Пекинри ăмăртусене хутшăнать.

- Раççей спортсменĕсене пурне те ăнăçусем сунатпăр. Допинг тĕрĕслĕвĕ витĕр тухтăрччĕç, чăваш спортсменĕсене вара медальпе таврăнасса кĕтетпĕр, вĕсем Раççей, республика тата район чысне тивĕçлипе хÿтĕлессипе шансах тăратăп, - тет Геннадий Николаевич.

В. СЕМЕНОВ. 1998 çулта ачасемпе çамрăксен Вăрмарти спорт шкулĕнче тренер-преподавательте ĕçлеме пуçлать. Мăн­çырма филиалĕн воспитанникĕсен, пултаруллă велосипедистсен кăтартăвĕсем чăннипех те савăнтараççĕ. Тунă ÿсĕмсенче, паллах, Валерий Николаевич Се­менов тренер-преподавателĕн тÿпи чăннипех те пысăк. Аслă категориллĕ тренерăн воспитанникĕ, Çĕнĕ Шулхан ялĕнче çуралса ÿснĕ, маунтинбайк енĕпе Раççей спорт мастерĕ, юниорсем хушшинче Раççей призерĕ (2000), юниорсен хушшинчи Раççей бронза призерĕ (2003) тата çĕнтерÿçи (2004-2007), юниорсен хушшинче Раççей кубокĕн тапхăрĕсен çĕнтерÿçи (2005, 2006), Раççей чемпионачĕн кĕ­мĕл призерĕ (2008) В.Андреева та Пекинри Олимпиадăна хутшăнма путевка çĕнсе илнĕ.

В.Семенов халĕ Мăнçырма ял тăрăхĕн пуçлăхĕ. Физкультурă­па спорта аталантарма активлă хутшăнать. Вăл Алексей Трофи­мова асăнса маунтинбайк енĕпе Раççей кубокне çĕнсе илессишĕн ирттерекен ăмăртусене йĕркеле­кен­нисенчен пĕри. Халĕ вара вăл Вера Андреевашăн «чирлет», çĕнтерÿпе таврăнасса кĕтет.

Ю. АРХИПОВ. 30 çул ытла ĕнтĕ Пысăк Енккассинчи вăтам шкулта ачасене спорта юратма хăнăхтарать.

Карăкçырмара çуралса ÿснĕ, çăмăл атлетика енĕпе тĕнче шайĕнчи спорт мастерĕ, 3000 метра чăрмавсем урлă чупассипе Раççей чемпионачĕн бронза призе­рĕ (2006), команда йышĕнче тата хăй тĕллĕн кросс чупассипе Раççей чемпионки (2006), 5000 метра чупассипе Европа чемпиона­чĕн кĕмĕл призерĕ (2005), 3000 метра чăрмавсем урлă чупассипе Европа чемпионачĕн кĕмĕл призерĕ (2006, 2007) 3000 метра чăрмавсем урлă чупассипе Раççей рекордсменки (2008) Т.Петрова та халĕ Китайри ăмăртусенче тупăшать.

- Китайран медальпе таврăнасса кĕтетпĕр. Кăçал хута каякан çĕнĕ шкулта Татьяна Валерьевнана ăшшăн, савăнса йышăнатпăр, - тет унăн малтанхи тренерĕ Чăваш Республикинчи физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, «Çамрăк ăру фончĕ» преми лауреачĕ Юрий Пор­фирье­вич.

Эпир те ентешсене çивĕч кĕрешÿре ăнăçусем сунатпăр.

А. Хованский.



"Урмарская районная газета"
09 августа 2008
00:00
Поделиться