Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ĕç шавĕ вăйланать

«Çурхи кун çулталăк тăрантарать», - тесе ахальтен каламан ĕнтĕ. Çурхи ака-суха ĕçĕсене пĕ­тĕмлетсе, агропромышленность комплексне аталантарас енĕпе уйрăмах пысăк тÿпе хывнăшăн Мăнçырмари «Павлов Вячеслав Федорович» хресчен (фермер) ху­çалăхĕн пуçлăхне В.Павлова ĕçпе юрă тата спорт уявĕнче - Акатуйра район пуçлăхĕ В.Кириллов Тав çырăвĕ панăччĕ.

Ахальтен тивĕçмен вăл çак пысăк наградăна. Тухăçлă тыр-пул çи­тĕнтерессишĕн тăрăшса, элитлă паха вăрлăх шыраса, Вячеслав Федорович Владимир облаçнех кайса кÿрсе килнĕ. Халĕ пăхатăн та, уй-хир тухăçлă тыр-пулпа савăнтарать. Акă, эпир 110 гектар йышăнакан «Казанская-560» кĕрхи тулă пуссинче. Ăнса пулнă тулăна О.Михайловпа П.Павлов механизаторсем вырса çапаççĕ.

- Ту­хăç ла­йăх кăçал. Ытти çулсенчипе танлаштарсан чылай пы­сăкрах. Çанталăкĕ çеç патăрччĕ йĕркеллĕ пухса кĕртме, - тет Олег Михайлович комбайнер.

Часах автомашинăпа Н.Родионов водитель çитсе тăчĕ. Тырăпа тулнă бункера автомашина çи­не пушатрĕ те «хир карапĕ» малалла вырса кайрĕ.

Тиевлĕ автомашина йĕтемри тырă типĕтекен сушилкăна (КЗС) çул тытрĕ. Кунта вара Н.Родионов водителе Вениаминпа Владимир Михайловсем кĕтсе илеççĕ. Операторсем автомашинăна пушатрĕç те, водитель комбайн патне васкарĕ.

Хальхи яваплă тапхăрта хуçалăхри тĕп агроном Л.Синичкина та канăçа çухатнă тейĕн. Тăтăшах уйра вăл, е йĕтемре курма пулать ăна.

Йĕтемре ĕç шавĕ кĕрлесе тăрать. Н.Демидов механизатор «Петкус» агрегата тухăçлă ĕçлеттерет. Ĕçре ăна хăйĕн Петя ывă­лĕ пулăшать.

Кунти ĕçсене складсен заведующийĕ М.Гурьева йĕркелесе пы­рать. Комбайнсем патĕнчен кÿрсе килнĕ тырра складсене тасатса, типĕтсе кĕртнĕ çĕрте Мăнçырмари вăтам шкулта вĕренекен Н.Петрова, Нинăпа Оля Демидовасем, Е.Матросов, С.Капитонов, Ю.Емельянов, Т.Гурьева, А.Иванов пысăк пулăшу параççĕ. Вĕсемпе пĕрлех С.Петров рабочи тăрăшать.

Хĕрÿ ĕççине хутшăнакансене Т.Гурьева повар тутлă апат хатĕр­лесе парать.

Хуçалăхра ĕççи калăпăшĕ пĕчĕк мар. Тĕш тырăна пурĕ 700 ытла гектар çинчен пухса кĕрт­мелле.

- Элитлă вăрлăхпа акнин усси пысăк çав. Тыр-пул тухăçĕ чăннипех те савăнтарать. Патшалăха 700-800 тоннăран кая мар сутма тăрăшатпăр, - пĕлтерет хресчен (фермер) хуçалăхĕн пуçлăхĕ Вячеслав Федорович Павлов.

А. Хованский.



"Урмарская районная газета"
16 августа 2008
00:00
Поделиться