Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Чăрăшçырмана - яка çул

Маларахри çулсенче Чăваш Енре çул-йĕр ыйтăвĕ çивĕч пул­нă. Н. Федоров Президент республикăри кашни ял патне çул çитерес тĕлĕшпе ятарлă Указ кăларнă хыççăн вара лару-тăру ла­йăх еннелле улшăнма пуçларĕ.

Хальхи вăхăтра пирĕн тăрăхра асфальт çулпа çыхăнман ял та çук. Ку енĕпе «Чăвашавтодор» патшалăх унитарлă предприятийĕн Вăрмарти çул-йĕрĕн юсавпа строительство управленине, çул-йĕр тăвассипе çыхăннă ытти организацисене те палăртмалла. Акă ку хутĕнче манăн сăмахăм шă­пах «Дорстрой» тулли мар явап­лă общество пирки пырĕ.

Хальхи вăхăтра çак общество ĕçченĕсем «Кавал - Пăвакасси - Чăрăшçырма» автоçул хывассипе (пурĕ 3, 4 километр) тăрăшса вăй хураççĕ. Ĕç калăпăшĕ пысăк. Кунти çул-йĕр ĕçченĕсем автоçул пулакан вырăна вак чул сарнă, халĕ хăйăр хурса катокпа тикĕслеççĕ. Çавăн пекех Çиçтĕпепе Чăрăшçырмана çыхăнтаракан çырма урлă çула та якатассипе ĕçсем анлăн пыраççĕ. Предпирятин тĕрекĕ - çирĕп коллектив. Пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçленĕрен, пĕр ĕмĕт-тĕллевпе пурăннăран ĕçсем кал-кал пыраççĕ. Пурĕ 18 çын çанă тавăрса ĕçлет кунта. В. Безруков крановщик, В. Федоров экскаваторщик, П. Федоров, В. Петров рабочисем тата ыттисем те хăйсен тивĕçĕсене тăрăшса пурнăçлаççĕ. Иртен пуçласа каçченех ĕçлеççĕ вĕсем. Çак тапхăрта канмалли кунсем те çук вĕсен, лайăх çанталăкпа тул­лин усă курса юлас теççĕ. Строи­тельство материалĕсем те çителĕклех.

«Пирĕн тĕллев паян - ĕнерхинчен, ыран паянхинчен лайăхрах ĕçлемелле», - теççĕ хастар çул-йĕр ĕçченĕсем. Пĕр-пĕрне шанни малашлăха талпăнма хавхалантарать, ĕç тухăçлăхне ÿс­терме витĕм кÿрет.

З. Павлова.



"Урмарская районная газета"
16 августа 2008
00:00
Поделиться