Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

«Асăрханăр: ачасем!» операци

Çул-йĕр правилисене çирĕп пурнăçласа пырасси кашни механизаторăн, водителĕн е çуран çÿрекенĕн таса тивĕçĕ. Анчах та пур чухне çакна асра тытатпăр-и эпир; Çук çав. Çавна пулах çул çинче автоаварисем пулаççĕ, вĕсенче çынсен пурнăçĕ татăлать е çынсем аманаççĕ.

Çак уйăхра кăна темиçе авари пулма ĕлкĕрчĕ. Августăн 8-мĕ­шĕнче Пысăк Енккасси çывăхĕнче Г. гражданка «Нива» авто­ма­шинăпа çаврăнса ÿкнĕ. Хăй вилмеллех аманнă, ун­па пĕрле пул­нă виçĕ пассажир суранланнă.

Августăн 14-мĕ­шĕн­­че «Вăрмар - Арапуç» автоçул çинче каçхине çă­мăл автомашина мо­тороллерпа пыракан Н. гражданкăна çапса хăварнă, ăна суранлатнă. Районти шалти ĕçсен пайĕ ку автомашина хуçи пирки кам та пулин пĕлет пулсан, пĕл­терме ыйтать. «Таркăна» шыраç­çĕ.

Çав кунах Чулкас ялĕнче ВАЗ-2104 автомашина ку ялти пĕр хĕрарăм çине пырса кĕнĕ, аманнăскере район больницин хирурги уйрăмне леçме тивнĕ.

Куратпăр ĕнтĕ: водительсен тимсĕрлĕхне пула аварисем час-часах пулаççĕ. Кун пирки темиçе хутчен асăрхаттарсан та водительсем йĕркене пăсма чарăнмаççĕ, юсавсăр машинăпа çула тухаççĕ, хăвăртлăха ÿстереççĕ е руль умне ÿсĕр ларма та именсе тăмаççĕ. Паллах, çак çитменлĕхсемпе эпир ниепле те килĕшме пултараймастпăр, вĕсене явап тыт­та­ратпăр.

Кĕçех çĕнĕ вĕ­ре­нÿ çулĕ пуçланать. Августăн 18-мĕ­шĕн­чен пуçласа сентябрĕн 14-мĕ­шĕч­чен районта «Асăрханăр: ачасем!» операци ирттереççĕ. Унăн тĕлле­вĕ - ачасемпе шкулта вĕренекенсене тимлĕхе ÿстерме хăнăхтарасси, çул çинчи хăрушсăрлăха пăхăнма вĕрентесси. Асăннă мероприятисене вĕ­ренÿ çулÿ пуçланас умĕн йĕркелесе ирттермелле. Учительсем, шкул çулне çитмен учрежденисенчи воспитательсем вĕ­ренÿ çулĕ пуçланнă кунсенченех ачасене транспорт ха­тĕрĕ­сем çÿрекен ав­­­томобиль çулĕсем урлă е утса пынă чухне асăрхануллă пулмалли çинчен, çул-йĕр хăрушсăрлă­хĕн правилисене тĕплĕн ăн­лан­тарса пы­мал­ла. Ашшĕ-амă­шĕ­сен ачисене ача сачĕсене ăсатса янă тата шкула кайнă, каялла таврăннă чухне, уйрăмах асăрхануллă пулмалла.

Ялсен тулашĕнче çуран çынсем çул хĕррипе утнă чухне тран­спорта хирĕç пымалла. Ачасен ушкăнне тротуарсемпе тата çу­ран çÿрекен сукмаксемпе илсе çÿ­ремелле. Çуран çÿрекенсен çул урлă палăртнă вырăнтан кăна каçмалла е ятарласа тунă кĕперсемпе усă курмалла.

А. Кондратьев.



"Урмарская районная газета"
23 августа 2008
00:00
Поделиться