Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пур çав, аса илмелĕх

1978-1980-мĕш çулсем халĕ те куç умĕнчех. Районти «Сельхозхими» пĕрлешĕвĕ (управляющийĕ В.Мадянов пулнă) кĕрлесе тăратчĕ вăл вăхăтра. Кунта вăй хуракансем хăйсен çулталăкри итогĕсене савăнăçлă лару-тăрура районти Культура çуртĕнче пĕ­тĕмлететчĕç. Çав кун культура кер­менне пĕрлешÿре ĕçлекенсем хăйсен мăшăрĕсемпе тата ачисемпе лайăх тумсемпе уява килнĕ пекех пухăнатчĕç.
Производствăра ырă тĕслĕх кăтартакансене Хисеп грамотисем, парнесем панипе пĕрлех, вĕсен мăшăрĕсем те ачисене тĕрĕс воспитани парса ÿстернĕшĕн, ачисем вара лайăх вĕреннĕшĕн парнесене тивĕçетчĕç. Пĕрлешÿ чле­­нĕсене çĕнĕ хваттер уççисене те кунтах паратчĕç.
 
Мухтанмалăх пулнă çав çулсенче. «Сельхозхими» пĕрлешĕ­ве хăйĕн вăйĕпе производство бази, общежити, 18 хваттерлĕ 1 çурт, 42 хваттерлĕ 2 çурт, ача са­чĕн çуртне тата ыттине тунă.
 
Ахальтен мар ĕнтĕ, хăй вăхăтĕнче районăн социаллă-экономикăлла аталанăвне тивĕçлĕ тÿ­пе хывнăшăн, район депутачĕсен Пухăвĕн йышăнăвĕпе, кăçалхи Акатуйра Вячеслав Алексеевич Мадянова «Вăрмар районĕн хисеплĕ гражданинĕ» ята пани çинчен çирĕплетсе район пуçлăхĕ В.Кириллов хĕрлĕ хăю çыхрĕ, парне пачĕ.
 
- Пĕрлешÿре тĕрлĕ йышши 72 автомашина, 35 трактор пулнă. Вĕ­сенчен йĕркеленĕ отрядсем хуçалăхсен уй-хирĕсене çĕр пулăхне лайăхлатма минераллă та­­та органикăллă удобрени хыв­нă, çум курăксемпе хурт-кăпшанкăсенчен кĕрешсе тĕрлĕрен имçамсем сапнă. Тыр-пул пухса кĕртнĕ вăхăтра транспортпа хуçалăхсене тырă турттарма пулăшнă, - каласа парать ĕç ветеранĕ, нумай çул автобаза начальникĕнче ĕçленĕ Михаил Федорович Федоров.
 
М.Федоров Тикаш ялĕнче, хрес­чен çемйинче çуралнă. Пĕ­чĕк­лех колхоз ĕçне хутшăннă. Çул çитсен Балтика флотĕнче службăра тăрать. Демобилизаци йĕркипе таврăнсан икĕ çул Кемеровăра шахтăра вăй хурать. Ĕç­ленĕ хушăрах кунти совхоз-тех­никума вĕренме кĕрет. Алла диплом илнĕ хыççăн автомашинăсем юсакан заводра мастер пул­са тăрăшать.
 
1970 çулта тăван ене таврăнать. Районти «Сельхозтехника» пĕрлешĕвĕнче автомеханикра ĕç­леме пуçлать. «Сельхозхими» пĕрлешĕвĕ туса хурсан унта куçать. 1977 çулта автобаза начальникĕ пулма уйăрса лартаççĕ. Ку ĕçре 13 çул хастарлăх кăтартать. Ун хыççăн, 7 çул, мĕн пенсие тухичченех юсав мастерскойĕн заведующийĕнче вăй хурать. Хуть те хăш вырăнта ĕçлесен те Михаил Федорович пултаруллăхĕпе палăрса тăнă. Обществăлла ĕçсене хастар хутшăннă. Ирĕклĕ халăх дружинин командирĕ пулнă, йĕркелĕхшĕн кĕ­решнĕ.
 
Ăна темиçе хутчен те Хисеп грамотипе наградăланă, хаклă парнесем парса чыс тунă.
 
Мăшăрĕпе, Анна Алексеевнапа, виçĕ ача çуратса ÿстернĕ вĕсем, пурнăç çулĕ çине кăларнă.
 
Аслă ачи - Саша Çĕнĕ Шупашкарта химик-технолог пулса ĕç­лет. Оля хĕрĕ Мускавра ĕçлесе пурăнать. Вăталăх ывăлĕпе - Вовăпа пĕрле пурăнаççĕ ĕçпе чапа тухнă хисеплĕ ветерансем. Паянхи пурнăç çине ÿпкелешмест вăл. Тар юхтарса ĕçлени харама кайман, патшалăх ăна тивĕçлĕ пенси тÿлет.



"Урмарская районная газета"
23 августа 2008
00:00
Поделиться