Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Халăхпа сÿтсе явнă

Районта иртнĕ Пĕрлехи информаци кунне Чăваш Республикин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Г.Чернова, Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕн çумĕ С.Бондарев, Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министрĕн çумĕ В.Толстов, район пуçлăхĕ В.Кириллов, унăн çумĕ Ю.Соколов ял тăрăхĕсенче, Вăрмар поселокĕнче пулса унти граждансемпе тĕл пулнă. Пĕрлехи информаци кунĕн тĕп теми - ЧР Президенчĕн Н.Федоровăн Патшалăх Канашне янă «Чăваш Ен çитĕнĕвĕ - кашнин пуçарулăхĕнче» Çырăва тишкересси. Вĕсем темиçе ушкăна пайланса Чупай, Арапуç, Аслă Чак ял тăрăхĕсене çитсе курчĕç. Чăваш Республикин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Г.Чернова, район пуçлăхĕн çумĕ - райадминистрацин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов малтанах Чупайĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта пулчĕç, унти ĕç-хĕлпе тĕплĕн паллашрĕç.

ВĂРМАР. Хăнасене чаплă лару-тăрура çак шкулти вĕрентекенсемпе вĕренекенсем кĕтсе илчĕç. Л.Чернова министр, район пуçлăхĕн çумĕ Ю.Соколов шкулти спортзала кĕрсе курчĕç, физкультура урокĕсем еплерех иртнипе кăсăкланчĕç. Шкулти физкультура учителĕ А.Ноздрин шкул ачисен спортри çитĕнĕвĕсемпе паллаштарчĕ, спорт инвентарĕсем çитсе пыманни пирки те асăнса хăварчĕ. Унтан ĕçлĕ ушкăн иккĕмĕш, пиллĕкмĕш классенче пулса уроксем итлерĕç. Г.Чернова министр чăваш чĕлхи ялсенчи культурăна тытса пыракан тĕп элемент пулмалли, ытларах тăван чĕлхепе калаçмалли çинчен каларĕ. Çавăн пекех вăл пуçламăш классенче вĕренекенсем йăрăс кĕлеткеллĕ аталанччăр тесен норматив ыйтакан сĕтел-пукан пĕлтерĕшлĕ пулни çинче те чарăнса тăчĕ. Республикăн яваплă çыннисем шкулти краеведени музейĕпе те паллашрĕç, ăна никĕслекенсен ĕçĕ-хĕлĕпе кăмăллă пулчĕç. Л.Чернова министр кунти вĕрентекенсемпе тĕл пулса ЧР Президенчĕн Н.Федоровăн Патшалăх Канашне янă «Чăваш Ен çитĕнĕвĕ - кашнин пуçарулăхĕнче» Çырăвне сÿтсе яврĕç. Вĕрентÿ енĕпе палăртнă тĕп задачăсене тĕплĕн тишкерчĕç.

Унтан Л.Чернова министр, район пуçлăхĕ В.Кириллов, райадминистрацин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕрремĕш вăтам шкула çитсе курчĕç, унти вĕрентекенсемпе тĕл пулчĕç. Учительсемпе канашланă май, Галина Петровна шкул ачисен вĕренÿ пахалăхĕ пирки те палăртса хăварчĕ. Вĕрентекенсен ачана Патшалăхăн Пĕрлехи экзаменсене тивĕçлĕ хатĕрлемелли, вĕрентекенĕн пĕлĕве ÿстерсе пымалли çинчен те пулчĕ калаçу. «Учитель вĕрентекен предмет - тĕллев мар, ачана специалист пек кăна мар, этем пек воспитани парса ÿстермелли, çитĕннĕ пурнăçра хатĕрлемелли инструмент. Шкулта вĕрентекенсен, ачасен, вĕсен ашшĕ-амăшĕсен тачă çыхăнура пулмалла. Çапла майпа тин эпир килĕшÿллĕ аталанакан тата телейлĕ пулма пĕлекен çынна тата гражданина пăхса ÿстерме пултаратпăр», - терĕ Г.Чернова министр хăйĕн сăмахне вĕçленĕ май.

АСЛĂ ЧАК, ЭНТРИЯЛЬ. Райадминистрацин ĕçĕсен управляющийĕ - организациллĕ ĕçсен пайĕн начальникĕ Н.Павлов ертсе пыракан ушкăн çÿлте асăннă ял тăрăхĕсен администрацийĕсенче, Аслă Чак шкулĕнче, Энтриялĕнчи библиотекăра пулса кунта ĕçлекенсемпе, халăхпа тĕл пулнă. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем М.Ухинпа В.Андреев ялсен социаллă аталанăвĕпе паллаштарнă, Республика кунне тĕплĕн хатĕрленсе ирттерес тĕлĕшпе туса ирттермелли ĕçсем çинчен каласа панă. Пĕрлехи информаци кунне хутшăннă Н.Павлов, ЧР шалти ĕçсен министрĕн заместителĕ В.Толстов, районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ И.Константинов ЧР Президенчĕн Н.Федоровăн Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырăвĕ пирки тухса калаçнă, ЧР Президенчĕн 2002 çулхи декабрĕн 4-мĕшĕнче кăларнă «Алкогольпе усă курнине тĕрĕслесе тăрассине, алкоголизмран тата ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхесрен сыхлассине вăйлатас тĕлĕшпе хушма мерăсем йышăнасси çинчен» Указне пурнăçлас енĕпе куллен ĕçлемелли пирки чарăнса тăнă.



20 декабря 2008
00:00
Поделиться