Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Елка савăнăçлă ирттĕр тесен...

Кĕçех Çĕнĕ 2009 çул çывхарса килет. Пурте тенĕ пекех: ватти-вĕтти елка уявне кĕтсе илме васкать. Анчах та çак уяв савăнăçлă ирттĕр тесе манăн çакăн пек сĕнÿ парас килет.

Уяв ирттермелли вăхăта тата унăн йĕркине малтанах палăртмалла, яваплă çынсене пуçлăх приказĕпе çирĕплетмелле. Çĕнĕ çул уявне ирттерекен предприятипе организацисем, учрежденисем тата шкулсем пушар хуралĕнчен ирĕк илмелле.

Йывăç çуртсенче елкăна иккĕмĕш хутран çÿлерех лартма юрамасть. Пÿлĕмрен урама тухма алăк пулмалла. Вĕсен умне япаласем купаласа хума юрамасть.

Елкăна тÿнмелле мар çирĕп вырнаçтармалла, унăн тураттисем стенасемпе маччана лекмелле мар.

Коридорта, çавăн пекех уяв ирттерекен пÿлĕмре, курăнакан вырăнта, пушар сÿнтермелли хатĕрсем пулмалла. Пÿлĕмре электричество çути çук пулсан елка уявне кăнтăрла çеç ирттерме юрать. Елкăна ăшăтмалли приборсем çывăхне ан лартăр, чăрăша мамăкпа, хутпа, марльăпа тунă теттесемпе ан илемлетĕр.

Ачасене мамăкран е марльăран тунă костюмсем ан тăхăнтарăр.

Ачасене елка патне хăйсем тĕллĕн ан хăварăр, бенгали çути çутма, хлопушкăпа выляма ирĕк ан парăр.

Пушар сÿнтерме огнетушитель, шыв, хăйăр çывăхра пултăр.

Ăнсăртран çулăм хыпса илсен, пушар хуралне васкавлăн 01 е 2-13-09 номерпе шăнкăравлăр.

Уяв иртнĕ вăхăтра пÿлĕмре çутă сÿнтерме, çурта çутма юрамасть.

Елка савăнăçĕ пынă вăхăтра алăксене питĕрмелле мар.



26 декабря 2008
00:00
Поделиться