Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ырăлăх ан иксĕлтĕр

Чăваш Ен Президенчĕ Н.Федоров 2008 çула «Ыркăмăллăх çулталăкĕ» тесе палăртни çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пулчĕ. Ăна пурте хапăл туса йышăнса пурнăçа кĕртсе пычĕç. Кĕçех 2008 çул хыçа юлĕ, çапах та ыркăмăллăх малтан малалла пырассин шанчăкĕ пысăк, мĕншĕн тесен «Единая Россия» парти çынсен пурнăçне лайăхлатас, вĕсене пулăшу парас тĕлĕшпе тĕрлĕ енлĕ ĕçсем тăтăшах пурнăçласа пырать. Партин районти уйрăмĕн политканашĕ вырăнти тĕрлĕ предприятисемпе тачă çыхăнса ĕçлесе район халăхĕшĕн тăрăшасси тахçанах йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Акă, кăçалхи декабрĕн 23-мĕшĕнче вĕсем районти потребительсен кооперацийĕн тата районти хĕрарăмсен канашĕн членĕсемпе пĕрле Арапуçĕнчи реабилитаци центрне тата Ваттисен çуртне çитсе курчĕç. Вĕсем кунта яланах кĕтнĕ хăнасем. Çывхарса килекен Çĕнĕ çул ячĕпе ачасемпе ватăсене кучченеçпе савăнтарчĕç, ырă та ăшă сăмахсем каларĕç. Райпо системинче туса кăларакан çимĕçсене социаллă хÿтлĕх кирлисем хапăлласах йышăнчĕç.



26 декабря 2008
00:00
Поделиться