Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Кун йĕркинче - Республика кунне хатĕрленесси

Республика кунне хатĕрленсе ăна йĕркеллĕ шайра ирттерес тĕлĕшпе йĕркеленĕ районти комиссин черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ăна комисси председателĕ, район пуçлăхĕ В.Кириллов ертсе пычĕ.

Райадминистрацин тĕп специалист-эксперчĕ - тĕп архитектор Н.Иванова Вăрмар поселокĕнче вырнаçнă çурт-йĕрсене, çав шутра административлă 24 тата пурăнмалли 24 çурта илемлĕх енчен çĕнетсе реконструкцилемелли, урамсене йĕркене кĕртмелли, чечексем лартма клумбăсем тумалли ĕç калăпăшĕ пысăк пулни çинчен пĕлтерчĕ.

Ларура районти почтамт начальникĕн заместителĕ Л.Кириллова тата çыхăнăвăн Вăрмарти линипе техника цехĕн начальникĕ В.Семенов Республика кунне хатĕрленсе туса ирттерме палăртнă ĕçсем çинчен отчетсем туса пачĕç.

Район пуçлăхĕн заместителĕ - райадминистрацин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов поселока илем кĕртме картасене пĕр евĕрлĕ тытмалли, вĕсене тутарма механика заводне заказ памалли, праçник тĕлне район гербне тата тĕрлĕрен значоксем туса хатĕрлеме заявкăсем халех памалли çинчен аса илтерчĕ.

Ларăва Вячеслав Николаевич пĕтĕмлетрĕ. Вăл хăйĕн сăмахĕнче Республика кунне хатĕрленсе ирттерес енĕпе ĕçсен калăпăшĕ пысăк пулнине, çавна май укçа-тенкĕ нумай кирлине, районти комиссин кашни членĕ ку енĕпе яваплă пулнине палăртрĕ.



26 декабря 2008
00:00
Поделиться