Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Чуна канлĕх кÿрекен уяв

        Çĕнĕ Çул тата Раштав ячĕсемпе ирттерекен праçнике халăх йышлă пухăннă. Турра ĕненекенсем Çĕнĕ çулхи çĕнĕ ĕмĕтсемпе, шанчăкпа кĕлĕре тăчĕç. Нумай вăхăт хушши пынă кĕлĕ хыççăн çак чиркÿ настоятелĕ - Владимир атте, Мускавпа Пĕтĕм Раççей Патриархĕн II Алексийĕн (хăй пурăннă чухне Раççей халăхĕ валли çырса хăварнă) халалĕпе Раштав саламне, çавăн пекех вăхăтлăха Мускавпа Пĕтĕм Раççей Патриархĕн ĕçĕсене туса пыракан, Калининградпа Смоленск Митрополичĕн Кирилăн саламне вуласа пачĕ. Унсăр пуçне Турра ĕненекенсене уяв ячĕпе Шупашкар тата Чăваш Митрополичĕ Варнава саламланă, унăн сăмахĕсене те Владимир атте Турра ĕненекенсем патне çитерчĕ.



14 января 2009
00:00
Поделиться