Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Район пуçлăхĕн Раштав елки

Çĕнĕ 2009 çул тата Раштав ячĕпе ачасене, вĕсен ашшĕ-амăшĕсене, вĕрентекенсене ырлăх-сывлăх сунса район пуçлăхĕ В.Кириллов ăшшăн саламларĕ, вĕренÿре тата умри тĕллевсене пурнăçлама ăнăçусем сунчĕ. Пухăннисене çавăн пекех район пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен заместителĕ - вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов саламларĕ.

Раштав уявĕ Вăрмар поселокĕнче çуралса ÿснĕ В.Григорьев фокусник тĕлĕнтермĕшĕнчен пуçланчĕ. Сцена çинче пĕр сехет хушши вăл хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарчĕ. Унтан праçник Çĕнĕ çул елки лартнă залра малалла тăсăлчĕ. Театрализациленĕ представление Ашапатман карчăк, Йĕплĕ чăрăш, Мулкач, Хĕл Мучи, Юр Пике тата ыттисем хутшăнчĕç. Ачасем илемлетнĕ елка тавра юрласа çаврăнчĕç, сăвăсем каларĕç, ташларĕç. Çĕнĕ çул ячĕпе хатĕрленĕ чи лайăх костюмсемшĕн ачасене призсем пачĕç. Паллах, елкăна хутшăннисем пурте район пуçлăхĕн парнисене тивĕçрĕç.



14 января 2009
00:00
Поделиться