Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çĕнĕ лавкка уçăлчĕ

«Вак предпринимательство аталанăвĕн кăтартăвĕ вак бизнесăн экономикăри социаллă вырăнĕ çинчен калать, вăл çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелет», - тенĕ ЧР Президенчĕ Н.Федоров 2008 çулта Патшалăх Канашне янă Çырура. Çавна май пирĕн районта та вак бизнес аталанăвĕ куç кĕрет. Поселокра уйрăм çынсен капмар лавккисем те пĕрин хыççăн тепри хăпараççĕ. Акă вĕсенчен пĕри нумаях пулмасть уçăлнă хуçалăхра кирлĕ таварсем сутакан «Мега-Центр» лавкка. Ăна хута яраканĕ - И.Таратин предприниматель. Вăл чăннипех те пурнăç уттипе пĕр шайра пыракан çын.
«Мега-Центр» лавкка чаплă лару-тăрура уçăлчĕ. Кунта район халăхĕ чылай пухăннă, Шупашкартан та саламлама чăваш эстрада çăлтăрĕсем килнĕ.
Район пуçлăхĕ В.Кириллов районта вак предпринимательлĕх вăй илсе, аталанса пыни, «Мега-Центр»» лавкка хулари пысăк суту-илÿ центрĕсенчен пĕрре те кая марри, хамăр тăрăхри пултаруллă предпринимательсем район инфраструктурине аталантарассипе чылай тăрăшни çинчен каларĕ. Çавăн пекех район пуçлăхĕн заместителĕ, райадминистрацин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов, Çĕрпÿри перекет банкĕн Вăрмарти хушма офисĕн пуçлăхĕ С.Харитонов, Вăрмар тата Куславкка районĕсен çар ĕç комиссарĕ М.Пуклаков, районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ И.Константинов, Чăваш Республикин Вăрмар районĕнчи «Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха ертсе пыракан компани» тулли мар яваплă обществăн пуçлăхĕ В.Иванов, «Чăваштоппром» республикăри патшалăх унитарлă предприятийĕн Вăрмарти филиалĕн директорĕ Н.Дмитриева тата ытти яваплă çынсем хутшăннă, сăмах каланă.
Çак кун тавар туянакансем парнеллĕ те пулчĕç. Мĕнле кăна тĕрлĕ тавар çук пулĕ кунта. Темиçе тĕрлĕ газ плитисем, холодильниксем, кĕпе çăвакан машинăсем, ваннăсем тата ытти те. Икĕ хутлă лавккара мĕн кирлĕ пурте пур. Тепĕр майлă каласан, мĕнле тавар килĕшет, çавна суйласа ил те заказ пар. Заказ тенĕрен, ăна вара киле çитерсех параççĕ. Апла пулсан, хисеплĕ вулаканăм, çĕр хут илтиччен пĕр хут та пулса «Мега-Центр» лавккана çитсе курма, хăвăра кирлĕ паха тавара туянма васкăр.



17 января 2009
00:00
Поделиться