Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пулăшни çĕре ÿкмĕ

Республикăра çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ пуçланчĕ. Чăваш Ен Президенчĕ Н.Федоров Указ кăларни çĕр ĕçченне хисепленине, унăн йывăр ĕçне тивĕçлипе хакланине кăтартать. Çĕр ĕçченĕн çулталăкне йышăнни республикăра сĕтлĕ выльăх-чĕрлĕхе аталантармалли программа хута кайни ял хуçалăхĕнчи лару-тăрăва та улăштарĕ. Хальлĕхе çак программа Арапуçне çитмен пулин те районта вăл аталаннă хуçалăхсенчен пĕри.

Кунта сĕт сăвăмĕ районта чи пысăкки, талăкне пĕр ĕнерен 10,6 килограмм сăваççĕ. Фермăра ăста специалистсемпе ĕçе чунтан юратакан дояркăсем, ытти ферма ĕçченĕсем вăй хураççĕ. Ферма территори тăрăх манпа пĕрле Е.Семенова осеменатор çÿрерĕ. Ĕнесем тăракан витесене кĕрсе куртăмăр. Вăл кашни ĕнен ячĕсене, кĕскен каласан кашнин кун-çулне пĕлет темелле. Кунта ĕçлекен рабочисем те уншăн пысăк хисепре. Витесенче тап-таса, тутă ĕнесем мăшлатса кăна тăраççĕ. Тин çут тĕнчене килнĕ пăрушĕсем пĕчĕк ачасене аса илтереççĕ, кашниех пĕчĕк яслисенче выртаççĕ. Нумай çул фермăра ĕçлекен В.Максимова, Л.Баранова, В.Молькова, В.Максимова, Н.Васильева, Ю.Никитин, С.Викторов ĕçченсем выльăхсене вăхăтра апатлантарас тесе çине тăраççĕ. Çавăн пекех кунта нумай çул вăй хуракан А.Иванов водитель пирки те чарăнса тăрас килет. Вăл 18 çул ытла ĕнтĕ фермăра сĕт турттаракан автомашинăпа ĕçлет. Хальхи вăхăтра сĕте сивĕтнĕ хыççăн куллен 4 тоннăна яхăн Арапуçĕнчен Шупашкара турттарать. Çил-тăман-и, çул пăрлак-и, уяв-и - пурпĕрех вăл çул çинче. Сăмах май каласан хăйĕн çуралнă кунĕнче те вăл руль умĕнче пулнă. Мăшăрĕпе Венера Васильевнапа пĕр ывăл çитĕнтернĕ. Вăл халĕ салтакра. Арапуç ферминче ĕç конвейерпа пырать. Пурте хăй вырăнĕнче яваплăха туйса пурнăçлаççĕ.

Ферма ĕçченĕсен ĕçлес хастарлăхĕ пысăк. Малашне патшалăх ял хуçалăхне аталантарасси çине тимлĕ пăхсан çитĕнÿсем татах та пулĕç-ха. Пулăшни çĕре ÿкмĕ.



17 января 2009
00:00
Поделиться