Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Вăрмана упрасчĕ

Юлашки вăхăтра çут çанталăка упрамалли, тирпей-илем кĕртмелли çинчен нумай çыраççĕ, калаçаççĕ. Мана çынсем çав сăмахсене итлеменни тарăхтарать.

Сăмах Арапуç ялĕ çумĕнчи вăрман паркĕ (больница вăрманĕ) пирки пырать. Иртнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче çав вăрман татăкне, ăслă çынсем касмасăр хăварнă. Арапуç ял халăхне, больницăра сипленекен çынсене «уçă та таса сывлăш пултăр тесе парнелеме шутланă. Арапуç халăхĕ вăрмана упранă. Йывăр вăхăтра та ăна тĕкĕнмен. Çавна май мана пĕр тĕслĕх аса килет. Пĕррехинче вăрманпа иртсе пынă чухне чăрăшлăхра Арапуç çыннине Николай Семенович Лоцмана куртăм. Пуçне çÿлелле çĕкленĕ, куçне хупнă, тарăн сывлать. Вăл нумай çул ÿпке чирĕпе чирлетчĕ. Халĕ çĕре кĕнĕ ĕнтĕ. Тăпри çăмăл пултăр.

«Мĕн туса тăратăр, Николай Семенович;», - терĕм.

«Сывалатăп. Вăрманта сывлама çăмăл, кунта эпĕ час-часах килетĕп. Ун хыççăн, пĕр вăхăт, хама-хам аван туятăп», - терĕ. Вăл вăрман çывăхĕнче пурăнатчĕ.

Апла пулсан,эпир, сывă çынсем, çакна сисместпĕр, çавăнпа та вăрмана хакламастпăр.

Больница пулнă чухне больница коллективĕ вăрмана сыхланă, тасатса, тирпейлесе тăнă. Вăрман хĕрринчи канава тарăнлатса пынă. Пралук сеткăпа карта тытнăччĕ.

Халĕ больница пĕтсен вăрман хуçасăр юлчĕ. Сеткине, бетон юписене вăрласа пĕтерчĕç. Тĕрлĕрен техникăпа çăрма, йывăçсене касма пуçларĕç. Çакна ют ял çыннисем мар, Арапуçсемех, уйрăмах вăрман çывăхĕнче пурăнакансем, тăваççĕ.

Тĕлĕнмелле. Çын хăй ларакан турата каснă пек туйăнать. Вăрман - лайăх парне. Вăрман пире çеç мар, ачасене те, мăнуксене те лайăх. Вăхăчĕпе унта кăмпа, мăйăр пулать. Маларах пуçламăш шкул ачисене учительсем экскурсие илсе килетчĕç. Физкультура урокĕнче йĕлтĕрпе чупатчĕç. Ăмăртусем ирттеретчĕç.

Сывлăш унта яланах таса та уçă. Çавна ан манăр-ха, Арапуçсем. Вăрмана упрăр.

Ман шутпа район пуçлăхĕсен çак вăрман-парк пирки тивĕçлĕ йышăну тумалла. Малтанах хуçине палăртмалла. Сыхламалли йĕрке тумалла. Ку енĕпе вăрман хăй те пулăшма пултарать. Унта «санитарная рубка» йĕркелемелле. Вуттипе вара хуралçăна тÿлеме усă курма пулать.

Мĕн тăвăн, çынсем усал кăмăллă пулнине кура (пурте мар) çак ыйтусене кĕске вăхăтрах татса памалла.



17 января 2009
00:00
Поделиться