Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çĕр ĕçченĕ

Хуруйĕнче пурăнакан Федор Петрович Петрова таврара пурăнакансенчен чылайăшĕ лайăх пĕлеççĕ. Начар енĕпе мар, паллах. Лайăххипе кăна. Çĕр ĕçне чунтан парăннăскер мĕн пенсие тухичченех тăван хуçалăхра агрономра вăй хунă.  

Салтака кайма повестка илсен, тăванĕсемпе юлташĕсем, ял-йыш ăна савăнăçлă лару-тăрура Совет Çарне ăсатса яраççĕ. Командирсемпе начальниксен приказĕсене çирĕп пурнăçласа пыма, чăваш ятне çÿлте тытма наказ параççĕ. Чăваш каччи наказа çирĕп пурнăçласа пырать, ытти салтаксемшĕн тĕслĕх пулса тăрать. Малтанах ăна механик пулма вĕрентеççĕ. Çамрăк специалист Монголире, иккĕмĕш çулĕнче Казахстанра Павлодар хулинче службăра пулать. Виççĕмĕш çулне Рязань облаçĕнче ирттерет. Службăра пулнă вăхăтрах агронома вĕренес тесе Тамбов облаçĕнчи Мичуринск хулинчи ял хуçалăх техникумне заявлени парать. Виçĕ çул вĕренсе пĕлÿ илнĕ хыççăн Хуруй ялĕнче агрономра ĕçлеме тытăнать. Техникумра вĕренсе илнĕ пĕлÿпе практикăра анлăн усă курма пуçлать. Тăрăшни сая кайман. Ял хуçалăх культурисен тухăçĕ ÿссе пынă.

- Юлашки çулсенче патшалăх ял хуçалăхĕ çине пысăкрах тимлĕх уйăрма пуçларĕ. Ял хуçалăх техники, вăрлăх тата выльăх-чĕрлĕх туянма тĕрлĕрен кредитсем уйăрса парать.

Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров 2009 çула Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ тесе пĕлтерчĕ. Çакă, паллах, пурне те савăнтарать, çĕр ĕçĕпе çыхăннă çынсене татах та тăрăшарах ĕçлеме хавхалантарать, - хăйĕн шухăшне тулли кăмăлпа пĕлтерет çĕр ĕçне чунтан парăннă Федор Петрович ветеран. Алли-ури унăн ăста. Хăйсен тĕлĕнчи тарăн çырмара йывăçсем лартса ÿстерчĕç. Халĕ вĕсем вăрман пекех кашласа лараççĕ. Çав пахчарах хăйĕн çемйипе çăл чавнă, пурине те хăйех ăсталанă. Сывлăхĕ чаплах мар пулсан та килте алла усса лармасть. Эмел курăкĕсем пухать. Иртнĕ çул Канаш районне кĕрекен кÿршĕри Кайри Ăнтавăш ялĕнчи лавккана лашапа темиçе хутчен те эмел курăкĕсем леçсе пачĕ.

Çак кунсенче вăл 70 çул тултарчĕ. Юбилей ячĕпе саламланă май, эпир ăна малашне те обществăшăн усăллă ĕçе активлă хутшăнма иксĕлми вăй-хал сунатпăр.



21 января 2009
00:00
Поделиться