Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Стипендиатсем

Чăваш Республикин Президенчĕн Хушăвĕпе килĕшÿллĕн вĕренÿре, тĕпчев, наука, пултарулăх, производство, управлени ĕç-хĕлĕнче тата бизнес-проектсем тăвас енĕпе курăмлă çитĕнÿсем тунă пирĕн районти çак çамрăксем 2009 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса декабрĕн 31-мĕшĕччен кашни уйăхра 1830 тенкĕпе танлашакан Президент стипендине илсе тăрĕç.  

Вера АНДРЕЕВА - ачасемпе çамрăксен Олимп резервĕсен велоспорт енĕпе В.Ярды ячĕллĕ ятарлă 7-мĕш спорт шкулĕн вĕренекенĕ.

Татьяна ВАСИЛЬЕВА - «Вăрмарти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ» хушма пĕлÿ паракан муниципаллă учрежденин инструктор-методисчĕ.

Татьяна ПЕТРОВА - ЧР физкультурăпа спорт тата туризм министерствин ачасемпе çамрăксен специализациленĕ 3-мĕш номерлĕ Олимп резервĕсен шкулĕнче вĕренекенĕ.

Евгения ПАВЛОВА - ачасемпе çамрăксен Олимп резервĕсен велоспорт енĕпе В.Ярды ячĕллĕ ятарлă 7-мĕш спорт шкулĕн вĕренекенĕ.

Ольга ИВАНОВА - районти физкультурăпа спорт активĕн членĕ.

Маргарита СЕМЕНОВА - Олимп резервĕсен Шупашкарти ятарлă училищин вĕренекенĕ.

Анастасия СИДОРОВА - И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн 5-мĕш курс студентки.

Петр СТЕПАНОВ - «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрикинчи электрик.

Анатолий КАЗАКОВ - Вăрмар районĕнчи савăнăçлисемпе пуçаруллисен «Ветра» клубăн командин ертсе пыракан авторĕ тата актерĕ.

Ирина ШМЕЛЕВА - Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекен.



21 января 2009
00:00
Поделиться