Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

«Юман» аталанса вăй илет

Пĕчĕк предпринимательлĕх аталанăвне, пысăк технологиллĕ çĕнĕ предприятисем тăвас ĕçе хавхалантарас енĕпе Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров ЧР Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче питĕ лайăх палăртнă. Унта пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсене, ялти пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе пулăшу парассине те кĕртсе хăварнă.  

 Хальхи вăхăтра районта 1823 пĕчĕк предпринимательлĕхе шута илнĕ, вĕсенчен 643 уйрăм предпринимательсем. Паян сăмах «Юман» тулли мар яваплă общество пирки пырĕ. Ку общество чылай çулсем ĕнтĕ хăйсен продукцийĕсемпе халăх ыйтăвне тивĕçтерет. Кама çурт алăкĕ кирлĕ, сĕтел-пукан тата ытти тĕрлĕ япаласем ăсталаççĕ. Хальхи вăхăтра вĕсем заказпа нумай хутлă çуртсенче усă куракан пусмасем туса хатĕрлеççĕ. Кунта С.Семенов, Ю.Петров, А.Филонов ăстасен ĕçне уйрăмах палăртса хăварни вырăнлă. Вĕсен ылтăн аллисем пусмасене çав тери илемлĕ тĕрĕсемпе илемлетеççĕ. Чи малтанах вĕсем заказ паракан патне вырăна кайса пусма мĕнле калăпăшлă пулмаллине виçсе палăртса килеççĕ. Кунта вара çав тери тимлĕх кирлĕ. Кашни миллиметр, сантиметр тĕрĕс пулмалла. Унтан пусма валли уйрăмшар пайĕсене туса хатĕрлеççĕ те сыпăнтараççĕ. Хăйсем патĕнче сăрласа илемлетсе вырăна кайса лартса параççĕ. «Заказчиксенчен ку таранччен пĕр кăмăлсăрлăх та пулман. Пирĕн таварсене хамăр районтан пуçласа Мускав, Питер хулисем таранах хапăлласа йышăнаççĕ, ĕçлесе кăна ĕлкĕр. Комсомольски, Патăръел районĕсенчен те заказчиксем пĕрин хыççăн тепри килсех тăраççĕ», - тет çак предприятине ертсе пыракан Николай Леонидович Петров. Ку ĕçре ăна ывăлĕ Юрий Николаевич пулăшса пырать. Унăн тума пĕлмен ĕçĕ те çук, пур енĕпе те ăста вăл. Ывăлĕ çакăн пек харсăр пулнишĕн ашшĕ чунтанах савăнни калаçăвĕнченех паллă. Çапла вара предприяти çирĕп алăсенче, апла пулсан çĕнĕ çулта çĕнĕ ÿсĕмсем кăна сунмалли юлать. «Юман» аталанса вăй илтĕр.



21 января 2009
00:00
Поделиться