Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ĕçлемесĕр ÿсĕм пулмасть

Районта иртнĕ Пĕрлехи информаци кунне Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн тата суту-илÿ министрĕ И.Моторин, «Чăвашэнерго» филиалĕн директорĕ Д.Иванов, Чăваш Республикинчи федераллă казначействăн управленийĕн пуçлăхĕн заместителĕ С.Кудряшов, район пуçлăхĕ В.Кириллов, унăн заместителĕ - вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Ю.Соколов, райадминистрацин пай начальникĕсем хутшăннă. Тĕп темăсем: Чăваш Республикин Президенчĕн Н.Федоровăн ЧР Патшалăх Канашне янă «Чăваш Ен çитĕнĕвĕ - кашнин пуçарулăхĕнче!» Çырăвĕнчи тĕп йĕркесене пурнăçламалли, Чăваш Республикинче граждансене социаллă пулăшу памалли мерăсем, пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатас енĕпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче учетра тăракан граждансен çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатасси çинчен калакан мерăсене пурнăçа кĕртесси пирки. И.Моторин министр ертсе пыракан ĕçлĕ ушкăн чи малтанах райадминистрацинчи ларусен залĕнче пухăннă пай начальникĕсемпе специалисчĕсене, Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекенсене республикăра тунă çитĕнÿсемпе паллаштарнă. Унтан И.Моторин министр Чăваш Республикин Президенчĕн стипендине Вăрмар тăрăхĕнчен тивĕçнĕ çамрăк граждансене свидетельствăсем панă, ăнăçу суннă. Ĕçлĕ ушкăн «Вăрмарти механика завочĕ» акционерсен уçă обществине, райпон «Вăрмарти çăкăр завочĕ» тулли мар яваплă обществăна, «Ресурсы» агрофирмăна çитсе курнă, вĕсенчи ĕç-хĕлпе тĕплĕн паллашнă. Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн тата суту-илÿ министрĕ И.Моторин, район пуçлăхĕ В.Кириллов, райпо совечĕн председателĕ К.Никитин, райадминистрацин пай начальникĕ Н.Краснова предприятисенчи экономика лару-тăрăвĕпе кăсăкланчĕç. Финанс кризисне пăхмасăрах асăннă предприятисем çирĕп утăмсемпе пынине палăртрĕç. Çавăн пекех райпон «Вăрмарти çăкăр завочĕ» тулли мар яваплă обществăра çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртсе пынине лайăх хак пачĕç.



24 января 2009
00:00
Поделиться