Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Тĕрлĕ ыйтусем сÿтсе яврĕç

Районти хĕрарăмсен канашĕн членĕсем çак кунсенче Аслă Чак ял тăрăхне çитсе курчĕç. Хĕрарăмсене ытларах район центрĕнчен аякри ялти пурнăç интереслентерчĕ. 2009 çула ЧР Президенчĕ Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ тесе пĕлтерни те хĕрарăмсене кăсăклантармасăр тăмарĕ, мĕншĕн тесен вĕсем пурте ялта, çĕр çинче ĕçлесе пурăнакансем. Çапла вара вĕсем çак çулхи ĕç планне палăртрĕç, тĕрлĕ ыйтусене пăхса тухрĕç. Хĕрарăмсем ытларах ялти çул çитмен ачасемпе çамрăк хĕрарăмсен шăпи çинчен калаçрĕç. Ачасем тивĕçлипе çитĕнччĕр тесе патшалăх енчен тăтăшах пулăшу кÿреççĕ. Çавăнпа пĕрлех районти хĕрарăмсен канашĕ те çак йывăрлăхăн чылай ыйтăвĕсене хăй çине илет. Эрех-сăрапа туслă ашшĕ-амăшĕсемпе уйрăммăн калаçу ирттерет, йывăр шăпаллă ачасене районти реабилитаци центрне вырнаçтарма тăрăшать. Ку центрти ачасем патне вĕсен тăтăшах кайса çÿресе, вĕсен пурнăçĕпе интересленсех тăраççĕ, ачасене тĕрлĕрен кучченеçсемпе савăнтараççĕ.

Çавăн пекех канашлура ялти хĕрарăмсене ĕç вырăнĕсем тупса парасси пирки те чарăнса тăтăмăр. Ĕç вырăнĕ çуккипе хăш-пĕр хĕрарăмсем эрех авăрне кĕрсе ан ÿкчĕр тесе еплерех мерăсем йышăнмалли те чи çивĕч ыйтусенчен пĕри пулчĕ. Ку енĕпе ялти общественноçа явăçтармалла. Ан тив, вĕсем ялта тăтăшах интереслĕ калаçусем ирттерччĕр. Спорт мероприятийĕсемпе тĕрлĕрен вăйăсем çынсен пушă вăхăтне пуянлатчăр. Çак ыйтусем пиркиех чарăнса тăчĕ Тихвински Турă амăшĕн чиркĕвĕн матушки Наталия. Çын чунĕпе пушă пулсан, хăй вырăнне тупаймасан чиркÿ çулне тупмалли, унта час-часах çÿремелли çинчен каларĕ. Вăл ялти çынсене харпăр хăй пурăнакан вырăна, урамсене тирпейлĕ тытмалли пирки те чарăнса тăчĕ. «Кивĕ япаласене - иккĕмĕш пурнăç» акцие хутшăнма чĕнсе каларĕ.

Аслă Чак ял тăрăхĕн пуçлăхĕ М.Ухин хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Ку ял тăрăхĕнче ĕçсĕр хĕрарăмсене ĕç тупса парассипе, вĕсен пушă вăхăтне еплерех ирттернипе паллашрĕç канашлăва хутшăннисем. Ял тăрăхĕнчи хĕрарăмсен канашĕн председателĕ - фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕ Н.Владимирова хăйĕн ĕç опычĕпе паллаштарчĕ, хăш-пĕр çитменлĕхсем çинче чарăнса тăчĕ, малашлăх плансем пирки каларĕ.

Канашлăва хутшăннисем ял тăрăхĕнчи тĕслĕх (модельлĕ) библиотекăна çитсе ялти хĕрарăмсен ал-ĕç выставкине курса киленчĕç. Çĕнĕ 2009 çула кĕтсе илсе «Раштав улахĕсем» каçсем тата ытти тĕрлĕ мероприятисем ирттерни пирки чарăнса тăчĕç.

Тĕл пулу ăнăçлă та усăллă иртрĕ. Хĕрарăмсем тепĕр канашлăва Энтрияль ял тăрăхĕнче ирттерме палăртрĕç.



24 января 2009
00:00
Поделиться