Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çур акине хатĕрленсе

    Районти коллективлă тата хресчен (фермер) хуçалăхĕсем Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнчи çур акине тĕплĕн хатĕрленеççĕ. Ял хуçалăх техникине юсаççĕ, паха вăрлăх хатĕрлеççĕ, минераллă удобренисем, çунтармалли-сĕрмелли материалсем туянаççĕ. «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрики Тюмень облаçĕнчен тулăн «Красноуфимская-100» сортне - 65 тонна, Вăрнар районĕнчен «Эстер» сорта 60 тонна кÿрсе килнĕ, акмалли элитлă вăрлăхсем пурĕ 190 тонна туяннă.



31 января 2009
00:00
Поделиться