Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Раççейре иртекен ăмăрту умĕн

2009 çулхи февралĕн 15-мĕшĕнче массăллă ирттерекен «Раççей йĕлтĕр-йĕрĕ» Пĕтĕм Раççейри ăмăртăва халалласа иртнĕ шăматкун Чупайĕнче районти йĕлтĕрçĕсен чупăвĕ иртрĕ. Ăмăртăва предприятисемпе организацисенчен, учрежденисенчен, шкулсенчен 200 яхăн спортсмен хутшăнчĕ. Кашни ушкăнрах ăмăртусем питех те çивĕч иртрĕç. Спортсменсем мĕн пур тăрăшулăхне пачĕç.

2-4 - классенче вĕренекенсем хушшинче малти вырăнсене М.Быренковпа (Куславкка районĕнчи Тĕрлемес станцийĕ) С.Матвеева (Кĕлкеш) çĕнсе илчĕç. 5-7 классенче вĕренекенсенчен С.Данилова (Кĕлкеш) тата А.Ефремов (Пинер) чи пултаруллисем пулчĕç. 8-9 классенче ăс пухакансенчен А.Никоновпа К.Линга (Чупай) çĕнтерчĕç.

10-11 классенче вĕренекенсем хушшинче тупăшусем уйрăмах çивĕч иртрĕç. Пĕрремĕш вырăна А.Топтыгинпа (Пысăк Енккасси) И.Ильин (Энĕшпуç) пайларĕç. Хĕр ачасенчен С.Паймулина (Тикаш) пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ.

Çитĕнсе çитнисенчен хăйсен ушкăнĕнче çĕнтерÿçĕ ятне С.Федоров (Кивĕ Вăрмар), Г.Васильев (Хĕрлĕçыр), О.Мефодьев (Мăнçырма), В.Федоров (Кивĕ Вăрмар), В.Захаров (Тĕрлемес станцийĕ), Н.Михайлов (Вăрмар поселокĕ), С.Орлова (Тĕрлемес станцийĕ), С.Чубукова (Çиçтĕпе), Р.Мисбахова (Тĕрлемес станцийĕ) çĕнсе илчĕç.

Ăмăрту призерĕсене грамотăсемпе наградăларĕç, хаклă парнесем парса хавхалантарчĕç.



31 января 2009
00:00
Поделиться