Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Уйăхлăх уçăлчĕ

Иртнĕ шăматкун Шупашкарта чаплă лару-тăрура оборонăллă-массăллă ĕçсен уйăхлăхĕ уçăлчĕ. Ăна РОСТО (ДОСААФ) Тĕп совечĕн председателĕ Ю.Камышанов генерал-майор уçрĕ.

- Çарпа патриотизм воспитанийĕ патшалăх шайĕнчи ĕç пулса тăрать, - терĕ вăл. Пирĕн районтан унта РОСТОн районти совечĕн председателĕ Г.Иванов ертсе пынипе 10 çынран тăракан делегаци хутшăнчĕ.

РОСТО (ДОСААФ) автошкулĕсен автомобиль колонни Шупашкар-Шуршăл маршрутпа А.Г.Николаев летчик-космонавта асăнса марш ирттерчĕ. Колоннăра пирĕн районтан производство вĕрентĕвĕн мастерĕн В.Родзяновăн экипажĕ те пулчĕ



31 января 2009
00:00
Поделиться