Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ял хуçалăхĕ яш-кĕрĕме кĕтет

Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров республикăна ертсе пыма тытăнни 15 çул çитрĕ. Çак хушăра çав тери нумай улшăнусем пулса пычĕç. Кашни яла газ, асфальтлă çулсем çитрĕç, пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсем уçăлчĕç тата ытти те. «Çул пулсан ял пурăнать», тенĕ пек ялсенче çĕнĕрен те çĕнĕ илемлĕ çуртсем хăпарса ларчĕç. Çак çуртсене ытларах çамрăк çемьесем лартаççĕ. Ку вара патшалăх енчен пулăшу кÿмесĕр пулман.

Ялта ĕçлесе пурăнакан граждансене «2012 çулчченхи ялсен социаллă аталанăвĕ», «Чăваш Республикинчи çамрăк граждансене патшалăх пулăшăвне парассине вăйлатасси», «Çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси» программăсемпе патшалăх кашни çулах тĕллевлĕ пулăшса пырать. Ку программăсем пирĕн районта та тивĕçлипе ĕçлесе пырса çамрăк çемьесене пулăшаççĕ. Хальлĕхе Вăрмар хула, Шăхаль, Мăнçырма, Арапуç, Энтрияль, Кĕтеснер ял тăрăхĕнчи çамрăксем ытларах социаллă пулăшусемпе усă курнă. Ялсенче ĕçлесе пурăнма ĕç вырăнĕсем кăна кирлĕ. Çакна вара хăш-пĕр ял тăрăхĕсенче ку енĕпе чылай тăрăшаççĕ. Тĕслĕхрен Арапуç тата Кивĕ Вăрмар ял тăрăхĕсенче çамрăксене пурăнма пур условисем те çителĕклĕ - асфальтлă çул, газ, шыв, ĕçлеме ĕç вырăнĕ. Машинăпа техника паркĕнче çĕнĕ техника, кĕлет тулли тырри-пулли, ферма тулли выльăх-чĕрлĕх çамрăксене кĕтеççĕ.



31 января 2009
00:00
Поделиться