Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Яланах ырă пулнă

1963 çулхи апрель уйăхĕнче Совет Çарĕнчен службăран демобилизаци йĕркипе таврăннă хыççăн эпĕ ВЛКСМ Вăрмар райкомĕн инструкторĕнче ĕçлеме тытăнтăм. Тепĕр икĕ çултан ВЛКСМ райкомĕн иккĕмĕш секретарьне суйларĕç. Вăл вăхăтра КПСС райкомĕн иккĕмĕш секретарĕнче Геннадий Григорьевич Григорьев ĕçлетчĕ. Ырă кăмăллă, ĕçчен, çирĕп принциплă руководительччĕ. Комсомол ĕçĕпе яланах интресленетчĕ, тивĕçлĕ пулăшу паратчĕ. Пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçленĕ май, тĕрлĕ ыйтусене пĕрле сÿтсе яваттăмăр. Çапла эпĕ пĕррехинче мана партин Горькири Аслă шкулне вĕренме ярас пирки ыйту хускатрăм. Вăл вăхăтра эпĕ Чăваш ял хуçалăх институчĕн агрономи факультетĕнче заочно вĕренеттĕм. «Партин Горькири Аслă шкулĕ сана специальность памасть, ял хуçалăх институтĕнче професси илетĕн», - тесе ăс панăччĕ мана Геннадий Григорьевич. Çак калаçу хыççăн кăшт каярах мана хăй патне чĕнтерчĕ. «Район хаçатĕнче редактор заместителĕ кирлĕ пире. Эсир хаçата çырма, пĕр вырăнта ларма пултаратăр. Пурнăçри опыт сирĕн çук мар, çак должноçа сире сĕнесшĕн», - терĕ вăл хăйĕн шухăшне пĕлтерсе. Унăн сĕнĕвне КПСС райкомĕн бюровĕнче ырласа йышăнчĕç, мана хаçат редакторĕн заместительне çирĕплетрĕç. Çапла вара вăл сĕннипе мĕн паян кунчченех эпĕ хаçат редакцийĕнче тăрăшатăп. 1970 çулхи март уйăхĕнче Г.Григорьева халăх депутачĕсен райсовет ĕçтăвкомĕн председательне суйларĕç.

Юлашки çулсенче Г.Григорьев районсем хушшинчи мелиораци системипе тата шыв хуçалăх сооруженийĕсемпе усă курас тĕлĕшпе ĕçлекен управлени начальникĕнче вăй хучĕ. Тăван çĕршыв унăн ĕçри пысăк çитĕнĕвĕсене тивĕçлипе хакларĕ. Г.Григорьева Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе икĕ хутчен тата 5 медальпе наградăланă. Январĕн 31-мĕшĕнче Геннадий Григорьевич Григорьев пирĕнтен уйрăлса кайнăранпа 30 çул çитрĕ. Унăн çутă сăнарĕ çынсен асĕнчен нихăçан та тухмĕ.



31 января 2009
00:00
Поделиться