Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Хуçи ĕçченрен ĕçĕ ăнать

çак сăмахсене хăй ĕçне чунтан парăнса вăй хуракан «Шигали» хуçалăхри А.Ульянов руководитель çинчен каланă. Агроном специальноçне алла илнĕ вăл Чăваш ял хуçалăх институтĕнче. Мĕн çамрăклах хăйĕн пурнăçне çĕрпе çыхăнтарнă. Ялта çурт лартса çемье çавăрса пурăнать. «Шигали» хуçалăха ертсе пыма тытăннăранпа пурнăçăн кукăр-макăр сукмакĕсене сахал мар тикĕслеме тивнĕ. Такана çинчи шыв пек те чÿхенме лекнĕ çамрăк специалистăн. Анчах та вăл пуçне усман, малалла çирĕппĕн утнă, пуласлăха ĕмĕтленнĕ. Çапла вара ĕçлени, тăрăшни харама кайман, вăл ертсе пыракан хуçалăх районта яланах лайăххисен ретĕнче тăнă, халĕ те çаплах.

Иртнĕ кунсенче çак хуçалăхра пулса выльăх-чĕрлĕх фермине çитсе куртăмăр. Эпир пынă вăхăтра кунта хĕрсех ĕçлетчĕç. Ĕнесене суса пĕтернĕ, апатлантарнă, тислĕкрен тасатнă. Вĕсене валли кунта ытлă-çитлĕ апат хатĕрленĕ: типĕ курăк тюкĕсене вите умнех турттарса хунă, улăмĕ, сенажĕ çителĕклех. Пусупка кашни ĕне пуçне куллен 3-шер килограмм тивет. Кун пек техĕмлĕ апат çитерсен сĕчĕ те аван пулать. Ахальтен каламан ĕнтĕ ĕлĕкхи çынсем: «Ĕне сĕчĕ - чĕлхи çинче», - тесе. Паянхи куна вĕсем талăкра 1150 килограмм сĕт сăваççĕ. «Сĕт паракан ĕнесене шута илсен ку кăтарту начарах мар», - тет ферма заведующийĕ Владимир Николаевич Иванов. Сăмах май каласан, вăл кунта нумаях ĕçлемест-ха, çапах та ÿсĕмсем палăраççĕ.

Кадрсем енĕпе илсен Ю.Туйми, В.Николаев, Н.Яковлев скотниксем, В.Иванова, Л.Чернова, Т.Баландаева дояркăсем, В.Соколов, С.Иванов арманçă-слесарьсем хăйсен ĕçне пĕлсе, яваплăха туйса пурнăçлаççĕ. Н.Григорьева пăру пăхакан тин çеç ĕçлеме пуçланă-ха, çапах та тăрăшулăхĕпе палăрса тăрать. Унран маларах ĕçленĕ, халĕ тивĕçлĕ канăва тухнă Р.Семенова хăйĕн ĕçри пуян опытне ăна вĕрентсе хăварнă. Дисциплина çирĕппи, укçа-тенкĕне перекетлеме пĕлни ĕç тухăçлăхне самаях ÿстерет. Тĕслĕхрен, кунта кăнтăрлахи-каçхи хурал тăма хуралçăсем тытмаççĕ, ферма работникĕсем черетпе хураллаççĕ. Фермăри ĕçсене пурне те тенĕ пекех лашапа пурнăçлаççĕ. Лашасем тенĕрен, вĕсем фермăра - 5. Лашасемпе ĕçлени сĕрмелли-çунтармалли материалсене перекетлеме май парать тата ытти тĕрлĕ енчен илсен те тăкакĕ сахалтарах. Апла пулсан ферма ĕçченĕсен ĕç укçи те пысăкрах. Хальхи вăхăтра 5 пинрен сахал илмеççĕ. Çуллахи вăхăтсенче 9-шар пин тенкĕ илнисем те пулнă. Ĕçри ÿсĕм - кадрсенче теççĕ, ку хуçалăхра вĕсене суйласа илме пĕлеççĕ. Ку енĕпе хуçалăх ертÿçине кадрсем енĕпе ĕçлекен О.Быстрова специалист нумай пулăшса пырать. Вăл тăтăшах вырăна тухса çÿрет. Халĕ те пирĕнпе пĕрле фермăна хаваспах пычĕ. Тин пăруланă пăрусемпе интересленчĕç. Вĕсене кунта пĕчĕк ачасене пăхнă пекех пăхаççĕ - ай сарăмĕ типĕ, вĕсене валли ятарласа пĕр пÿлĕм уйăрнă, пĕчĕк яслисенче выртаççĕ.

«Паянхи куна пурте лайăх-ха темелле, çĕршывра пулса иртекен экономика кризисĕ самаях пăшăрхантарать. Çак сулăм ытах килсе ан çаптăр тесен самаях тăрăшма тивет. Республикăра 2009 çула «Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ» тесе палăртни çапах та шанчăк кÿрет-ха, пулăшусăрах юлмăпăр» - теççĕ ферма ĕçченĕсем. Çапла пултăрччĕ.



04 февраля 2009
00:00
Поделиться