Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

«Иккĕмĕш çăкăра» хисеплесе

Пирĕн республика çĕр улми туса илекен регионсенчен пĕри шутланать. 2008 çулта «иккĕмĕш çăкăра» туса илесси малтанхи çулхисемпе танлаштарсан чылай ÿснĕ. Çак отрасле республикăра татах та аталантарма тĕллев лартнă. Çавна май «Чăваш Республикинче 2009-2012 çулсенче çĕр улми туса илесси» ятарлă программа туса хатĕрленĕ. Çĕр улми туса илес ĕçре инноваци технологийĕсемпе туллин усă курас тата малашне те ĕçре çĕнĕлĕхсене пурнăçа анлăн кĕртес тесе Шупашкарта регионсен хушшинче февралĕн 19-20-мĕшĕсенче «Çĕр улми-2009» курав-выставка иртет. Çак мероприятие ЧР Президенчĕ Н.Федоров 2009 çула «Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ», - тесе пĕлтернипе те çыхăнтарнă. Выставка-конференцие Чăваш оперăпа балет театрĕнче йĕркелеççĕ. Раççей шайĕпе иртекен форума 300 ытла делегат хутшăнмалла. Форумăн тĕллевĕ - экологи енчен таса продукци туса илме хăнăхасси, çавăн пекех инвестицисене, тавар туянакансене явăçтарасси. Кунта республикăра çĕр улми çитĕнтерекен хуçалăхсемсĕр пуçне ытти регионсенчен те килеççĕ. Пирĕн районти Кĕтеснерти А.Захаров фермер хăй хуçалăхĕнче туса илекен вăрлăхлăх «Удача», «Невский» сортлă çĕр улмисене çак выставкăра кăтартасшăн. «Шоркистринский» ПК, «Ямуков Г.» хресчен (фермер) хуçалăх ĕçченĕсем те çак пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятие хутшăнасшăн. Çĕр улми туса илес енĕпе интересленекен уйрăм çынсем те çак конференцине хутшăнма пултараççĕ, çавна май харпăр-хăй шухăшĕсене райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи тата çĕрпе пурлăх пайне пĕлтерме пултараççĕ.



04 февраля 2009
00:00
Поделиться