Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсем хăпараççĕ

Социаллă пурнăç тата экономика аталанăвĕн тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри çурт-йĕр строительстви шутланать. Социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсем хăпартассипе пирĕн район сулмаклă утăмсем тăвать. Акă, сăмахран, хальхи вăхăтра поселокра музей çурчĕ, чукун çул вокзалĕ хăпартас ĕç пысăк хăвăртлăхпа пырать.

Архитектура тĕлĕшĕнчен хăйнеевĕрлĕ хитре те илемлĕ музей хăпартассипе «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕ» акционерсен хупă обществи вăй хурать. Музей çурчĕ пĕр хутлă пулать. Хальхи вăхăтра ăна купалассине вĕçлесе те пыраççĕ. Кашни кун рабочисем иртен пуçласа каçчен ĕçлеççĕ. Сивĕ çанталăкра асăннă çурта купалама та çăмăлах мар. Апла пулин те вĕсем пур хастарлăхпа тăрăшаççĕ. Строительство материалĕсем те çителĕклех. Кунти рабочисем çурта паха кирпĕчрен хăпартаççĕ. Ĕçе графикпе палăртнă тăрăх, вăхăтра пурнăçласа пыраççĕ. Иртнĕ çул строительство ĕçĕсем тума пурĕ 770 пин тенкĕ тăкакланă. Кăçал вара музей çуртне хăпартассипе район бюджетĕнчен 1миллион тенкĕ уйăрнă.

Вăрмар район халăхĕ тахçантанпах кĕтекен чукун çул вокзалне те хăпартассипе «СУОР» тулли мар яваплă общество тăрăшать. Анчах та хальхи вăхăтра укçа-тенкĕ çитсе пыманнине пула строительство ĕçĕсем графикпе килĕшÿллĕн пулса пыраймаççĕ-ха. Чукун çул вокзалĕ 50 вырăнлăх пулмалла. Ăна ĕçлекенсем хăпартнăпа пĕрех. Иртнĕ çул строительствăпа монтаж ĕçĕсем 5 миллион тенкĕ ытла пурнăçланă. Кăçал вара республика бюджетĕнчен 21,9 миллион тенкĕ уйăрнă. «Раççей чукун çулĕсем» акционерсен уçă обществи 40 миллион тенкĕ хывма палăртнă. Ку объекта хăпартма укçа-тенкĕ вăхăтра уйăрсан строительство ĕçĕсем татах та хăвăртланĕç. Умра - Республика кунĕ. Ăна пирĕн çÿллĕ шайра кĕтсе илме тăрăшмалла. Апла пулсан предприятисемпе организацисен, социаллă сферăра тăрăшакансен ку енĕпе паянах çанă тавăрса ĕçлеме тытăнмалла.



04 февраля 2009
00:00
Поделиться