Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Асфальтлă çул кашни яла çитрĕ

Районсен, хуласен тата ял тăрăхĕсен социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн хăвăртлăхне тивĕçтерес тата халăхăн пурнăç условийĕсене лайăхлатас енĕпе паха çулсем туни пысăк вырăн йышăнать.

2006 çулта, Чăваш Республикин Президенчĕ «Чăваш Республикин автомобиль çулĕсем тăвассине хăвăрт вĕçлес енĕпе пурнăçламалли мерăсем çинчен» Указ кăларнă тата ăна пурнăçа кĕртес енĕпе тĕллевлĕ программа йышăннă тĕле, республикăри 486 яла (республикăри мĕн пур ялсен 28 проценчĕ) кĕрлĕ-çурлă япăх çанталăкра çитме май килмен. Халĕ вара çавăн пек ялсем 11 çеç юлнă (тарăн çырмаллă, чăнкă сăртлă пулнипе). Çав ялсене те асфальтлă çул çитерме кăçал 308 миллион тенкĕ уйăрнă. Иртнĕ çул Раççейре 700 километра яхăн çул хывнă пулсан, çавăнтан Чăваш Енре - 425 километр. Çав шутра Раççейри 340 ял асфальтлă çулпа çыхăннă пулсан, вĕсенчен 227 ялĕ пирĕн республикăра. Президент Указне пурнăçласа ялсене асфальтлă çулпа çыхăнтармалли тĕллевлĕ программăна ăнăçлă пурнăçланă. Халĕ районти 51 яла асфальт сарнă е хытă сийлĕ çулпа çитме пулать. Паха çул-йĕр тăвасси юлашки икĕ çулта уйрăмах пысăк хăвăртлăхпа пычĕ. 2006 çулта пурĕ те 1,5 километр тăршшĕ çул анчах тунă, 1 миллион та 800 пин тенкĕ тăкакланă. 2007 çулта вара çак кăтарту 6,8 километр тăршшĕ, 58,9 миллион тенкĕлĕх пулнă. Иртнĕ çул çул-йĕр тăвасси, унчченхи çулхипе танлаштарсан, икĕ хут ÿснĕ. Пурĕ 13,288 километр тăршшĕ асфальт сарнă, 163,7 миллион тенкĕ тăкакланă. ЧР хула строительствин тата обществăлла инфраструктура аталанăвĕн министрĕ А.Гончаров пĕлтернĕ тăрăх 58 ялти тĕп урамсене 130 километр тăршшĕ çул хывнă. Ку ĕç кăçал малалла пырать.



14 февраля 2009
00:00
Поделиться