Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пархатарлă ĕçне тивĕçлипе хакланă

Пысăк Енккассинчи «Пучах» хресчен (фермер) хуçалăхĕн пуçлăхĕ Станислав Александрович Калягин çак кунсенче 70 çул тултарать. Ĕçлĕ кун-çулĕ унăн сумлă та пархатарлă. Мĕн пĕчĕкрен ĕçе юратса хăнăхса ÿснĕ. 8-9 çулсенчех вăл ялта кĕтÿ кĕтнĕ. 10-12 çулсенче вара «Динамо» колхоз лашипе кĕлте, тырă турттарнă, сухапуçпе çĕр улми анине кăпкалатнă. Часах Совет Çарне кайма черет çитет. Ял-йыш, тăванĕсем ăна салтака савăнăçлă лару-тăрура ăсатса яраççĕ. Службăна лайăх ирттерме наказ параççĕ. Польшăри çар чаçĕнче виçĕ çул сисмесĕрех иртсе каять. Службăра ăс-хакăл тата вăй-хал енчен çирĕпленнĕ чăваш каччи малашнехи пурнăç çинчен шухăшлать. Асаттесен çĕрĕ çинче тухăçлă тыр-пул çитĕнтерме ĕмĕтленет. Çак ырă шухăша пурнăçа кĕртес тесе Мускаври К.А.Тимирязев ячĕллĕ ял хуçалăх академине вĕренме кĕрет. Пулас ученăй-агроном 5 çул хушши кунта тарăн пĕлÿ пухать. Алла диплом илнĕ хыççăн тăван «Динамо» колхоза таврăнать, академире илнĕ пĕлÿпе практикăра анлăн усă курма тытăнать.

Район руководителĕсем çамрăк специалистăн пултарулăхне часах асăрхаççĕ. 1972 çулта ăна «Авангард» совхоз директорĕ пулма çирĕплетеççĕ. Хуçалăха тĕреклетессишĕн хăйĕн мĕн пур пĕлĕвне, ăсталăхне парать. Тăрăшни сая каймасть. Чăваш АССР Министерсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе С.Калягина «1973 çулхи социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи» хисеплĕ ят параççĕ. 1974 çулта выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илессине тата вĕсене патшалăха сутассине ÿстернĕшĕн «Авангард» совхоз Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн укçан паракан иккĕмĕш премине тивĕçет. Çамрăк специалистшăн пысăк çитĕнÿ ку. Çакă ăна татах та пысăкрах ÿсĕмсем тума хавхалантарать.

1988-1992 çулсенче вăл Çĕрпÿри опытлă станцинче выльăх апачлĕх культурисене наука никĕсĕ çинче çитĕнтерес енĕпе вăй хурать. Тăвай тата Вăрмар районĕсенче тăрăшать.

- «Шигали» хуçалăхра кукурузăна тĕш тырă технологийĕпе çитĕнтереттĕмĕр. Кукуруза пуçĕ пулса çитсен ăна уйăрса хутăш силос тунă çĕре яраттăмăр. «Уй-хир пики» питех те тухăçлă çитĕнетчĕ. Выльăхсемшĕн паха апат шутланатчĕ вăл, - аса илсе каласа парать Станислав Александрович.

1992 çулта вара вăл ялта «Пучах» («Колос») хресчен (фермер) хуçалăхĕ йĕркелет. Патшалăхран ял хуçалăх техники туянма 1 миллион тенкĕ кредит илет. Гусеницăллă трактор тата груз турттармалли автомашина туянать. 26 гектар çинче тыр-пул, çĕр улми, кишĕр, хĕрлĕ кăшман çитĕнтерет. Тухăç пысăк пулать. Унтан илнĕ тупăшпа кредита çав çулхинех парса татать.

Хресчен хуçалăхĕ çултан-çул вăй илсе пырать, тухăçпа савăнтарма пуçлать. 1996 çулта республикăра Ял хуçалăх ĕçченĕсен кунне уявланине паянхи пекех астăвать-ха пултаруллă çĕр ĕçченĕ. Шупашкарта Чăваш оперăпа балет театрĕнче Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров С.Калягина сцена çине хăпарма чĕнчĕ, ăна «Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят пани çинчен удостоверени тыттарчĕ, кăкăрĕ çине знак çакса ячĕ. Çавăн чухнех тÿлевсĕр Т-25 трактор парнелени çинчен пĕлтерчĕ. Çак пысăк хисепе тÿрре кăларассишĕн паян кун та вăй-халне шеллемест вăл.

Ĕçлĕ çын яланах хисепре. Награда çумне награда хутшăнать Станислав Александровичăн.

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 1999 çулхи сентябрĕн 25-мĕшĕнчи 1264-мĕш Указĕпе килĕшÿллĕн ял хуçалăхĕнче, апат-çимĕç тирпейлекен промышленноçра тава тивĕçлĕ ĕçсем тунăшăн тата нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн «Пучах» («Колос») хресчен (фермер) хуçалăхĕн пуçлăхне Станислав Александрович Калягина II степень «Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медалĕпе наградăлаççĕ.

Çакă тата Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви, ытти çĕртен панă Хисеп грамотисемпе ытти наградăсем ăна ĕçре çĕнĕ вăй-хăват хушаççĕ.

Хресчен (фермер) хуçалăхĕн акса-лартса тумалли çĕр лаптăкĕ халĕ 65 гектар. Иртнĕ çул вăл тухăçлă тыр-пул çитĕнтерчĕ. Тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене кашни гектартан 38 центнер, çĕр улми 280 центнер туса илнĕ.

- Пĕлтĕрхи тухăç пирĕншĕн чикĕ мар. ЧР Президенчĕ кăçалхи çула Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ тесе пĕлтерчĕ. Апла пулсан кăçал татах та тухăçлăрах тыр-пул çитĕнтерессишĕн мĕн пур пĕлĕве, вăй-хала памалла, - тет «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ Станислав Александрович.

Ĕçре ăна мăшăрĕ - Надежда Васильевна, икĕ ывăлĕ - Робертпа Георгий, хĕрĕсем - Мильăпа Эльвира пулăшса, хавхалантарса пыраççĕ.



14 февраля 2009
00:00
Поделиться