Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

РЕСПУБЛИКА КУНĔ УМĔН

      Кĕçех районта - Республика кунĕ. Çак куна тивĕçлипе кĕтсе илсе ирттерсе ярасси районта пурăнакан кашни çыннăн тивĕçĕ. Ку енĕпе тĕрлĕрен ĕçсем туса ирттереççĕ. Уяв тĕлне çĕнĕ чукун çул вокзалĕ, спортпа сывлăх комплексĕ, музей çурчĕ хута каймалла. Унсăр пуçне тавралăха тирпей-илем кĕртмелле. Чи малтанах район центрĕнчи урамсем тирпейлĕ пулмалла. Сăмахран «Урмарыводхоз» муниципаллă унитарлă предприяти Республика кунне хатĕрленсе Вăрмар поселокĕнчи урамсенчи хăрнă, ватă йывăçсене касса тирпейлеме пуçланă.



14 февраля 2009
00:00
Поделиться