Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Тĕллев: 35-40 центнер

Иртнĕ çул Мăнçырмари «Павлов Вячеслав Федорович» хресчен (фермер) хуçалăхĕ тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене кашни гектартан вăтамран 40 центнер пухса кĕртрĕ, районти хуçалăхсем хушшинче чи мала тухрĕ. Кăçалхи тухăçшăн кĕрешсе иртнĕ кĕркунне тĕш тырă культурисене 500 гектар çине агротехникăлла чи лайăх вăхăтра, паха вăрлăхпа акса хăвартăмăр.

Мăнçырма ял тăрăхĕн территорийĕнче халĕ пушă выртакан пĕр гектар çĕр лаптăкĕ те çук. Çавăн пек çĕрсене иртнĕ кĕркунне сухаласа пусă çаврăнăшне кĕртрĕмĕр. Çапла вара эпир кăçал тĕш тырă культурисене 1000 гектара яхăн йышăнакан лаптăк çинче пысăк тухăç паракан элитлă вăрлăхсемпе акса хăварма планлатпăр. Кÿршĕллĕ «Родина» хуçалăхăн çĕрĕ çине те кăштах акма палăртнă. Экономикăри кризиса пăхмасăрах пилĕк çул хушшинче çулсерен тĕш тырă культурисене кашни гектартан вăтамран 35-40 центнертан кая мар туса илме тĕллев лартрăмăр. Хамăр шухăшланине пурнăçлама пирĕн пур майсем те çителĕклĕ. Акмалли 1250 центнер вăрлăх пурте кондициллĕ. Пысăк тухăç паракан элитлă вăрлăхпа акатпăр. Минераллă удобрени, çунтармалли-сĕрмелли материалсем кирлĕ чухлĕ хатĕрлесе хунă.

Кăçалхи çула ЧР Президенчĕ Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ тесе пĕлтерчĕ. Çакă пире татах та тăрăшса ĕçлеме хавхалантарать.

  • Иртнĕ çул Акатуйра агропромышленность комплексне аталантарас енĕпе уйрăмах пысăк тÿпе хывнăшăн Л.Синичкинана район администрацийĕ Хисеп грамотипе наградăланă.



18 февраля 2009
00:00
Поделиться