Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Тухăç вăрлăхран килет

Сехет йĕппи пĕр тикĕссĕн шаккать пулин те вăхăт пысăк хăвăртлăхпа шунăн туйăнать. Тин çеç уй-хирсем пушанчĕç темелле, умра - çур аки алăкран шаккать. Пулас тухăçшăн çĕр çынни тахçанах шухăшлама тытăннă та ĕнтĕ. Паха вăрлăх хатĕрлесси районта мĕнле шайра пулнине Чăваш Республикинчи «Россельхозцентр» федераци патшалăх учрежденийĕн Вăрмар районĕнчи филиалĕ тĕрĕслесе тăрать. Унăн ертÿçипе С.Семеновпа тĕл пулса калаçрăмăр.

- Семен Николаевич, тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене пĕлтĕр районта туса илесси ытти çулхисемпе танлаштарсан палăрмаллах ÿсрĕ. Çакă агротехника требованийĕсене çирĕп пурнăçласа пырса паха вăрлăх акнипе те çыхăннă пулĕ? Районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем çитес çулхи тухăçшăн еплерех тăрăшнипе паллаштараймăр-ши?

«Мĕн акатăн - çавă шăтать», - тесе каланă мĕн авалтан. Çак сăмахсем ахальтен пулса кайманнине пурте пĕлетпĕр. Паха вăрлăхсăр кĕлетсем тулмаççех. Юлашки вăхăтра çĕр ĕçченĕсем çĕре удобренисемпе тăрантарнисĕр пуçне паха вăрлăхпа акса хăварассишĕн ырми-канми тăрăшма пуçлани куç кĕрет. Хуçалăхсене тухса çÿренĕ чухне те тĕрлĕ ыйтусемпе кăсăкланаççĕ, чир-чĕрпе, хурт-кăпшанкăсемпе тивĕçлипе кĕрешме тăрăшаççĕ. Кирек мĕнле çанталăкра та лайăх çитĕнекен паха вăрлăх туянма шухăшлаççĕ. Сăмахран «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрики Тюмень облаçĕнчен типĕ те шăрăх çанталăка тÿсекен «Красноуфимская-100» çурхи тулă 65 тонна туянчĕ. Çавăн пекех Вăрнар районĕнчи «Санары» агрофирмăран «Эстер» элитлă сортлă çурхи тулă - 60 тонна, урпан «Эльф» элитлă сортне 65 тонна илсе килчĕ. Ку хуçалăхра паянхи куна 4420 центнер кондициллĕ вăрлăхлăх тырă хатĕрленĕ, çав шутран 190 тонни элитлă паха вăрлăх. «Арабоси» агрофирмăра - 2100, «АгроВладина» тулли мар яваплă обществăра - 1720, «Шигали» хуçалăхра - 2700, «Вăтам Энĕш» тулли мар яваплă обществăра - 200, «Сарабай» тулли мар яваплă обществăра - 950 центнер вăрлăх кондицие ларнă. Хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче те паха вăрлăх акса хăварас тесе çанна тавăрсах ĕçлеççĕ. Акă кăçал Мăнçырмари «Павлов В.Ф.», Хĕрлĕçырти «Сапаркин А.Г.» хресчен (фермер) хуçалăхсенче вăрлăхсене 100 проценчĕпех элитлă сортпа улăштарасшăн. Хальлĕхе «Сапаркин А.Г.» хуçалăхра - 800 центнер, «Иванов В.А.» - 300, «Павлов В.Ф.» хуçалăхсенче - 1250 центнер кондициллĕ вăрлăх пур. Çанталăк ăшăтса пынă май нумай хуçалăхсем вăрлăхлăх тырă туянас тейĕç. Чăваш ял хуçалăх сăнав институтĕнче, çавăн пекех хамăр районти «Иванов В.А.», «Павлов В.Ф.» хресчен (фермер), «Шигали» хуçалăхсенче сутлăх элитлă вăрлăх туянма пулать.

Районĕпе пĕтĕмĕшле илсен паянхи куна 2362 центнер кондициллĕ вăрлăх хатĕрленĕ, çав шутран 14440 центнерĕ паха сортсем. Апла пулсан кăçалхи тухăç та савăнтарĕ, 2008 çулхинчен кая пулмĕ.




18 февраля 2009
00:00
Поделиться