Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Кĕçех призыв пуçланать

Граждансене çар службине илессине иртнĕ çулхи кĕркуннехи призывра Федераллă саккунпа тата район пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн ирттернĕ. Вăрмар тата Куславкка районĕсенчи çар ĕç комиссариачĕ кĕркуннехи призывра 98 çамрăка çара ăсатнă, çав шутран 57-шĕ - Вăрмар районĕнчен. Иртнĕ кĕркунне призывниксене çара ăсатас енĕпе Аслă Чак (специалисчĕ Л.Федорова), Энĕшпуç (А.Федорова), Шăхаль (Л.Федорова) ял тăрăхĕсем уйрăмах ăнăçлă ĕçлерĕç. Кăçалхи апрелĕн 1-мĕшĕнчен çуркуннехи призыв пуçланать. Хальхи вăхăтра районти çар ĕç комиссариатĕнче, хула тата ял тăрăхĕсенче призыва хатĕрленсе документаци пуçтармалли, йĕркелемелли тапхăр пырать.

                                        х              х           х

Çĕнĕ саккунпа килĕшÿллĕн 2009 çулта яшсем пĕлтĕрхи пекех хĕсметре пĕр çул анчах тăрĕç. Çавна шута илсе нумай çăмăллăха пĕтернĕ. Калăпăр çемье пуçлăхĕн виçĕ çула çитмен ачи пулсан та салтак атти тăхăнма тивĕ. Çавăн пекех арăмĕ йывăр çын е ашшĕ-амăшĕ пенсире пулнине те шута илмĕç. Енчен те пулас салтакăн пĕрремĕш е иккĕмĕш ушкăнри инвалид тăванĕсем пуррине çирĕплетекен хут пулсассăн анчах службăран хăтарĕç. Кунсăр пуçне вăй тытăмне кĕрекен органсенче ĕçлекен çамрăксене те çар служби кĕтĕ.



21 февраля 2009
00:00
Поделиться