Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Малашлăх хамăртан килет

«Чăваш Республикин социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн тĕреклĕхне ÿстермелли мерăсем çинчен», «Чăваш Республикин 2009 çулти çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшусен хакĕсем тата граждансен уйрăм категорийĕсене социаллă пулăшу парасси çинчен» ыйтусене тишкересси Пĕрлехи информаци кунĕн тĕп темисем пулчĕç. Унта ЧР сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министрĕн заместителĕ Л.Рулькова, район пуçлăхĕ В.Кириллов, «Чăваштоппром» патшалăх унитарлă предприятийĕн генеральнăй директорĕ Ю.Алексеев, Чăвашпотребсоюз правленийĕн хатĕрлев ĕçĕсемпе ĕçлекен председателĕ Н.Наумова, район пуçлăхĕн заместителĕ Л.Петров, райадминистрацин пай начальникĕ А.Тихонов, райадминистрацин ĕçĕсен управляющийĕ - организациллĕ ĕçсен пайĕн начальникĕ Н.Павлов, райпо совечĕн председателĕ К.Никитин хутшăннă.

Н.Наумова ертсе пыракан ушкăн чи малтанах райпона çитсе курчĕ, унти ĕççыннисене пĕрлехи информаци кунĕн тĕп темисемпе паллаштарчĕ. «Пурнăçăн йывăрлăхĕсене пăхмасăрах пирĕн туянакана пахалăхлă, çав вăхăтрах туянма пултаракан продукципе туллин тивĕçтермелле. Унсăр пуçне хатĕрлев ĕçĕсемпе ытларах тăрăшмалла. Çуллахи вăхăтра ку ĕçе çул çитмен ачасем те, ĕçсĕр тăрса юлнă граждансем те активлă хутшăнма пултараççĕ. «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕ пирĕн республикăра ăнăçлă пурнăçа кĕрсе пынă май, ял çынни, хресчен(фермер)хуçалăхĕ туса кăларакан продукцине вырнаçтарма пулăшмалла. Уйрăмах халăхран сĕт туянассине активлăрах йĕркелесе ярас пулать. Пирĕн тĕп тĕллев - ял хуçалăхĕнче тавар туса кăларакансемпе алла-аллăн тытăнса ĕçлесси. Республика кунĕ кăçал Вăрмар тăрăхĕнче иртнĕ май, ăна тивĕçлĕн кĕтсе илессипе паянах тăрăшмалла. Кунта лавккасене евроюсав тăвасси, вĕсен тавра тирпей-илем кĕртесси те кĕрет», - терĕ Н.Наумова. Район пуçлăхĕн заместителĕ Л.Петров районăн 2008 çулхи агропромышленность аталанăвĕ çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Унтан ĕçлĕ ушкăн «Вăрмарти çăкăр завочĕ» тулли мар яваплă обществăна çитсе курчĕ, çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртсе пынипе тĕплĕн паллашрĕ. Çăкăр пĕçерекен цехра пулнă май кунта туса кăларакан çĕнĕ продукципе кăсăкланчĕ. Çакна палăртмалла: «Петровский» çăкăр, ыхра хутăштарса пĕçернĕ батон пахалăхпа палăрса тăраççĕ. Пахалăхлă продукци кăларнипе пĕрлех çăкăр завочĕ энергие перекетлекен технологисемпе те усă курать. Çакă кризис вăхăтĕнче расхутсене чылай чакарма май парать. «Нива» тулли мар яваплă обществăра пулнă май, продукци пахалăхĕпе интересленчĕç. Кунти ĕçченсем туса кăларакан кăлпассине, пельмене лайăх хак пачĕç. Пĕрлехи информаци кунне килнĕ яваплă çынсем райпон «Вăрмар» лавккине те çитсе курчĕç.

х                     х                 х

Райадминистрацин строительство тата обществăлла инфраструктура аталанăвĕн пайĕн начальникĕ А.Тихонов ертсе пыракан ушкăн районти топсбыта çул тытрĕ. Ку ахальтен мар. Хальхинче информаци кунне «Чăваштоппром» патшалăх унитарлă предприятин генеральнăй директорĕ Юрий Алексеевич Алексеев çитнĕ. Предприятие чылай çулсем ĕнтĕ Н.Дмитриева ăнăçлă ертсе пырать. Çак хушăра ума лартнă задачăсене пурнăçламанни пĕрре те пулман. Предприяти тĕрлĕ енлĕ ĕçлесе аталанса вăй илсе пынă. Тĕнчене кризис хумĕ килсе çапни кăштах чăрмав кÿнĕ. Ĕçлекен хăш-пĕр çынсем ĕç вырăнĕсĕр тăрса юлнишĕн чунтанах пăшăрханать предприяти директорĕ. Апла пулин те кунта, тĕрлĕ енлĕ ĕçлесе, тупăш йĕрĕ çине ÿкнĕ. Топсбыт территорине арендăна илсе «Гравитон», «Обряд» тулли мар яваплă обществăсем, уйрăм предпринимателĕн çĕвĕ цехĕ ĕçлеççĕ. Çĕр кăмрăкĕсĕр пуçне вутă та сутаççĕ. Йывăр пулсан та майне тупаççĕ кунти руководительсем. Информаци кунĕнче те çак кризис вăхăтĕнче мĕнле ĕçлесе пымалли, ĕç вырăнĕсене сыхласа хăварасси, ĕç укçисене вăхăтра тÿлесе пырасси пирки калаçрĕç. Кунта ĕçлекенсене тĕрлĕ ыйтусем интереслентерчĕç.

Унтан ушкăн Кивĕ Вăрмар ял тăрăхĕн администрацийĕнче пулчĕ, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ, калаçу тĕрлĕ енлĕ пулчĕ.



21 февраля 2009
00:00
Поделиться