Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Улми - улмуççинчен...

Хăй вăхăтĕнче, ял халăхĕ суйма памасть, Кивĕ Вăрмарти Максимовсен çемйи кĕвĕ-юрă шăрантарнипе питĕ палăрса тăратчĕ. Çемье пуçĕ Геннадий Алексеевич хут купăспа калама питĕ ăстаччĕ, мăшăрĕ вара, Зоя Алексеевна, балалайкăпа кĕвĕсем шăрантаратчĕ, сасси енчен те Турри кÿрентермен пулнă ăна. Питĕ шел те, иккĕшĕ те çĕре кĕчĕç, анчах хĕрĕ, Галина Геннадьевна чунĕнче вĕсем хывса хăварнă ăсталăха малалла тăсрĕ, Канашри педагогика училищин музыка уйрăмне пĕтерчĕ. Халĕ Кивĕ Вăрмар шкулĕнче ачасене юрлама хăнăхтарать, пĕр вăхăтрах ача садĕнче музыка руководителĕ пулса ĕçлет. Çавăнпа вăл та, мăшăрĕ Александр Николаевич та, ывăлĕ Дима пĕчĕкренех баян еннелле туртăнма тытăнсан пĕрре те тĕлĕнмен паллах. Тĕлĕнмелли каярах килсе тухнă - 9 класс пĕтерсен музыкант профессине алла илме Мускава кайма шутлани çинчен пĕлтерсен. Ялтан инçе тухса курман çамрăкăн çакăн пек шухăш ăçтан çурални каярах палăрнă. Ашшĕн Мускавра пурăнакан йăмăкĕн ывăлĕ Сергей Н.Жуковский ячĕллĕ Ленин тата Октябрь революцийĕн Хĕрлĕ ялавлă сывлăш çарĕн инженери академийĕ çумĕнчи музыка уйрăмĕнче вĕреннĕ иккен. Каникул вăхăтĕнче яла килсе çÿренĕ май, ял çамрăкне çар музыканчĕн профессийĕпе кăсăклантарсах янă. Апла пулин те малтанах инçе çула ярасшăн пулман ашшĕ-амăшĕ. Ача çинех тăнă, вара 10 класс пĕтернĕ хыççăн ăна хăйĕн ĕмĕтне пурнăçа кĕртме чарман. Унтанпа 3 çул иртрĕ. Халĕ курсант Мускав çар округĕн штабĕн оркестрĕнче параппанпа, çапса каламалли ытти инструментсемпе вылять. 2007 çулхи сентябрĕн 10-16-мĕшĕсенче иртнĕ çар оркестрĕсен Пĕтĕм тĕнчери «Кремлевские зори» фестивальте палăрнă коллектив. Уйрăмах вара Дима асĕнче Çĕнтерÿ парачĕсем юлнă, 2006 çултанпах хутшăнать вăл унта. «Репетицисенче йывăр тесе калать-ха вăл», - пĕлтерет ашшĕ. Анчах Хĕрлĕ площадь тăрăх стройпа утса тухасси епле пысăк чыс вăл! Часах экрансем çине «Волчья стая» çĕнĕ илемлĕ фильм тухмалла. Унта Дима юлташĕсемпе пĕрле ÿкерĕннĕ. Çапла иккен вăл çар музыканчĕн пурнăçĕ - парада та хутшăнмалла, кинора та ÿкерĕнмелле...




21 февраля 2009
00:00
Поделиться