Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Афганеца асăнса

Шăхальте çуралса ÿснĕ, паттăрсен вилĕмĕпе пуçне хунă Юрий Иванов воин-интернационалиста асăнса волейболла выляса юлташла тĕл пулу ирттересси çирĕп йăлана кĕнĕ. Хальччен çак мероприятие ялти шкулта ирттернĕ пулсан, кăçал ăна районти Спорт çуртĕнче йĕркелерĕç. Тĕл пулăва Шăхальти (икĕ команда), Мăнçырмари, Тикашри, Кĕлкешри, Вăрмарти шкулсен, «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕн командисем хутшăнчĕç.

Совет Çарĕсене Афганистанран илсе тухнăранпа 20 çул çитнĕ ятпа воин-афганеца асăнса ирттерекен çак мероприятие хутшăнакансене район пуçлăхĕн заместителĕ - вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов, Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăха туса пыракан А.Семенов, Вăрмар тата Куславкка районĕсен çар ĕç комиссарĕ М.Пуклаков, афганецсен районти совечĕн председателĕ О.Ильин тата ыттисем саламларĕç. Шăхальти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул директорĕ А.Мирошкина пултаруллă ентешĕн кун-çулĕпе паллаштарчĕ.

- 1983 çулхи майăн 1-мĕшĕ. Çак кун душмансем Панджер тăвĕсем хушшинче пирĕн машинăсен колонни çине тапăннă, çапăçу пуçланнă. Взвод командирне амантаççĕ. Юрий ăна хÿтĕрех вырăна илсе тухасшăн пулнă, анчах вилмеллех аманнă. Хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн Ю.Иванов гварди рядовăйне Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăлаççĕ, «Воин-интернационалиста - Афган халăхĕнчен» медаль парса чыс тăваççĕ. Вăл Шăхальсен асĕнчен нихăçан та тухмĕ, - терĕ Альбина Алексеевна.

Малтан Шăхаль шкулĕнчи карате секцине çÿрекенсем хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Часах ăмăртусем пуçланчĕç. Питех те çивĕч иртрĕç вĕсем. Куçса çÿрекен кубока «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕн команди (капитанĕ Н.Зайцев) çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕш вырăна Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкулăн (капитанĕ М.Степанов), виççĕмĕшне Шăхальти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулăн (капитанĕ Г.Васильев) командисем тухрĕç.



25 февраля 2009
00:00
Поделиться