Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Чемпионсене - çичĕ комплект йĕлтĕр

Чăваш Республикинчи «Чувашхлебопродукт» патшалăх унитарлă предприятийĕн администрацийĕ йĕлтĕрпе чупас енĕпе хăйсен системинче ĕçлекенсем хушшинче мала тухассишĕн ăмăртусем ирттересси çирĕп йăлана кĕнĕ. Çав тупăшусенче Вăрмарсем яланах призлă вырăнсене çĕнсе илнĕ. Кăçалхи ăмăртусенче вĕсем çакна тепĕр хут çирĕплетсе пачĕç. Пĕрремĕш вырăн йышăнса предприятин куçса çÿрекен кубокне çĕнсе илчĕç, тĕрлĕ ушкăнсенче уйрăммăн чупса тата эстафетăра ăмăртса 7 комплект йĕлтĕр çĕнсе илчĕç.

Тĕрлĕ çулхисен ушкăнĕсенче уйрăммăн чупса А.Любимов водитель, филиал директорĕ В.Александров, техник-лаборант О.Павлова, Н.Андреев рабочи - пĕрремĕш, производство начальникĕ Ю.Петров виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ. Пĕрремĕш вырăншăн кашнинех йĕлтĕр комплекчĕ парнеленĕ. Тăхăр команда хушшинчи эстафетăра та Вăрмарсемех мала тухнă. Филиал чысне А.Любимов, О.Павлова, Н.Андреев йĕлтĕрçĕсем пултаруллăн хÿтĕленĕ. Вĕсем тепрер мăшăр йĕлтĕре тивĕçнĕ.

- Пирĕн коллектив членĕсем ĕçре маттур пулнипе пĕрлех канма та пĕлеççĕ, спортра та маттур, - хăйĕн савăнăçне пытараймасть филиал директорĕ Владимир Васильевич Александров.



25 февраля 2009
00:00
Поделиться