Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Энĕшпуçĕнче - ралли-кросс

Энĕшпуçĕнчи автомобиль спортне юратакансем республикăри чылай ăмăртусене хутшăннине пĕлетпĕр ĕнтĕ. Акă Шупашкарти Хĕвел тухăç поселокĕ çывăхĕнче тĕрлĕ приводлă машинăсем хушшинче Раштав чупăвĕнче Ю.Иванов, И.Иванов, М.Михайлов тата ыттисем те малти вырăнсене тухнăччĕ. Çĕнтерÿ Энĕшпуçсене хавхалантарнă. Нумай пулмасть «Шоркистринский» производство кооперативĕн пуçарăвĕпе асăннă ял çывăхĕнче тĕрлĕ приводлă автомашинăсемпе чупса мала тухас енĕпе пуçласа районта ралли-кросс иртрĕ. Старта икĕ çынран тăракан 28 экипаж тухрĕ. Кĕрешÿ питĕ çивĕч пулчĕ. Ăмăртăва хутшăнакансен кăна мар, йышлă куракансен те адреналин сахал мар пухăнчĕ пулмалла юнра. Çĕнтерÿçĕсем медальсемпе дипломсене, хаклă парнесене тивĕçрĕç. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О.Иванов «Урмарская» КСО, «Шоркистринский» ПК, Вăрмарти çул-йĕрĕн юсавпа строительство управленин ертÿçисене ăмăртăва йĕркелесе ирттерме пулăшнăшăн тав турĕ.



25 февраля 2009
00:00
Поделиться