Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Паттăр салтак Берлина çитнĕ

Совет халăхĕ Аслă Отечественнăй вăрçăра нимĕç фашисчĕсене çапса аркатнăранпа кăçал 64 çул çитет. Сахал вăхăт мар ку. Анчах вăхăт темĕн чухлĕ иртсен те вăрçăн хаяр кунĕсем çынсен асĕнчен нихăçан та тухмĕç.

Вăрçă!

Тăван çĕршыв хăрушлăхра, ăна çăлмалла. Вăйпитти арçынсем Тăван çĕршыва сыхласа хăварма фронта тухса кайнă.

1942 çулхи августăн 23-мĕшĕнче Мăнçырмара çуралса ÿснĕ Михаил Николаевич Петрова та Хĕрлĕ Çара илеççĕ. Вăл запасри полкăн вĕренÿ батальонне лекет. Батальон Канаш районĕнчи Шаккăл ялĕнче вырнаçнă. Кунта кĕçĕн командирсем пулма виçĕ уйăх вĕрентнĕ. Ноябрĕн 7-мĕшĕнче вĕсем присяга тытнă.

1943 çулхи июнь уйăхĕн пуçламăшĕнче салтаксемпе кĕçĕн командирсене Канаш станцийĕнчен эшелонпа фронта ăсатнă.

«Тамбов облаçĕнчи Мичуринск станцийĕ çывăхĕнче пирĕн эшелон çийĕн нимĕç самолечĕсем курăнса кайрĕç. Пуйăс чарăнчĕ те кам ăçта - çавăнта тарса пытантăмăр. Телее, пирĕн енчен çухату пулмарĕ. Анчах та Мичуринскран тухнă чухне эпир çакна асăрхарăмăр: хулана пĕтĕмпех аркатнă, çынсем нумай вилнĕ. Пирĕн эшелон малалла, хĕвел анăçнелле çул тытрĕ. Часах палăртнă вырăна, Воронеж облаçне çитрĕмĕр. Эпир Михаил Григорьевпа (вăл та Мăнçырмаранах) мотоциклистсен (разведка тăвакан) 57-мĕш уйрăм батальонне лекрĕмĕр. Çапла вара эпир çапăçакан çарта», - каласа пама тытăнчĕ Михаил Николаевич.

Пирĕн пултаруллă ентеш М.Петров Аслă Отечественнăй вăрçăра иккĕмĕш Украина тата пĕрремĕш Белорусси фрончĕсенче çапăçнă. Вăл Александр Невский орденлă механизациленĕ корпусăн мотоциклистсен (разведка тăвакан) 57-мĕш батальонĕнче пулнă. Корпусăн мухтавлă çулĕ - Курск пĕккинчи çапăçусем, Белгород - Харьков фронт линийĕпе малалла çĕнтерсе пыни, Днепр юхан-шывĕ урлă каçни. 1944 çулхи çуркунне пĕрремĕш Красноградски механизациленĕ корпуса пĕрремĕш Белорусси фронтне параççĕ. Корпус Белоруссие ирĕке кăларма хутшăнать.

Белоруссие тăшмантан тасатнă хыççăн хаяр çапăçусене хутшăнса вĕсен корпусĕ Польшăна тата Германие ирĕке кăларнă çĕре хутшăнать, хаяр вăрçа Берлинта вĕçлет.

Аслă Отечественнăй вăрçă çулĕсенче М.Петров çырса пынă дневникран çакă паллă: Польшăна нимĕç захватчикĕсенчен ирĕке кăларнă чухне пирĕн çарсем вăйлăн пырса çапнипе тăшман тытăнса тăрайман, каялла чакма пуçланă.

- Пилĕк мотоциклтан тăракан (15 çын) разведчиксен ушкăнне «чĕлхе» тытма задани панăччĕ. Командир çапла йышăннăччĕ: çĕрле палăртнă вырăна тухмалла, ирхине ирех пĕр яла çитмелле те поляксенчен гитлеровецсем ăçта вырнаçни çинчен ыйтса пĕлмелле. Çапла турăмăр та. Нимĕн те чухламан вырăнта тăшман ăçта пытанса ларни çинчен пĕлме питех те йывăр пулчĕ. Эпир нимĕç салтакĕсен пĕр ушкăнĕ инçех мар вырнаçнă хуторта пуррине пĕлтĕмĕр. Мотоциклсене темиçе мотоциклистпа хăвартăмăр та хутора çавăрса илтĕмĕр. Пĕр кĕтмен çĕртен тапăннипе нимĕçсене «леш тĕнчене» ăсатрăмăр, пиллĕкĕшне корпус штабне илсе килтĕмĕр, - калаçăва малалла тăсать ветеран.

Германи çĕрĕ çине вĕсем 1945 çулхи январĕн 27-мĕшĕнче кĕнĕ. Совет çарĕсем тăшмана «фашизм йăвине» - Берлина хăваланă. Разведчиксен вара нимĕçсен çарĕсем ăçта вырнаçнине тата вĕсем мĕн чухлĕ пулнине пĕлтерсе тăмалла пулнă.

Вăрçă вăрçах ĕнтĕ вăл. Задание пурнăçланă чух приказ парасса кĕтсе тăни кăна çителĕксĕр, тепĕр чухне пуçарулăх кăтартни те кирлĕ.

- 1945 çулхи март уйăхĕнче вăрманта нимĕçсен пысăк ушкăнĕ тăнине пĕлтĕмĕр. Пирĕн командир пурне те тĕплĕн шута илсе, пирĕнтен йышĕпе чылай пысăк ушкăна атакăлама приказ пачĕ. Пирĕн бронетранспортерсем, хăй тĕллĕн çÿрекен артиллери установкисем тата мотоциклсем пĕр кĕтмен çĕртен тăшмана вăйлăн атакăланипе вĕсем çухалса кайрĕç, çав çапăçура тăшманăн 100 ытла салтакне тĕп турăмăр, - тет аса илÿ çăмхине малалла сÿтсе Михаил Николаевич.

1945 çулхи апрелĕн 17-мĕшĕнче вĕсен батальонĕ Одер юхан шыв урлă каçса Бернау ялне тăшмантан тасатнă. Апрелĕн 23-мĕшĕнче вара Берлин хули çывăхĕнчи Нойшенхаузне хулана çитнĕ. Берлиншăн пыракан çапăçу питех те йывăр пулнă. Нимĕç салтакĕсемпе офицерĕсем парăнасшăн пулман. Пирĕн салтаксем кашни çуртшăн çапăçнă. Йывăр çапăçусемпе вĕсем апрелĕн 28-мĕшĕнче Берлина çитнĕ. Çĕнтерÿ кунпа вĕçленмен-ха. Вĕсен батальонĕ Берлинтан тухнă та хĕвел анăçнелле çул тытнă, вăрманта чарăнса тăнă. Вилĕмрен сыхланса юлнă нимĕçсен чаçĕсем кунта пытанса пурăннă. Хаяр çапăçура пирĕннисем нимĕçсен 120 салтакĕпе офицерне плена илнĕ. Çак çапăçу пирĕн ентешшĕн - Петровшăн юлашки операци пулнă.

Вăрçă вĕçленсен те пирĕн ентеш 1947 çулхи апрель уйăхĕччен Хĕвел тухăç Германире службăра пулать.

Салтакран тĕрекленсе таврăннă Мăнçырма каччи часах мирлĕ ĕçе пуçăнать. Шанса панă тĕрлĕ яваплă должноçсенче тÿрĕ кăмăлпа вăй хурать. Район экономикине тĕреклетессишĕн, халăхăн пурнăç шайне лайăхлатассишĕн хăйĕн мĕн пур пĕлĕвне, вăй-халне парать.

Пултаруллă организаторăн кун-çулĕ сумлă та пархатарлă. Çĕршыв унăн пултарулăхне тивĕçлипе хакланă. Ăна икĕ хутчен Чăваш Республикин Аслă Канашĕн депутатне суйланă. Унăн кăкăрне Отечественнăй вăрçăн II степеньлĕ, Мухтав орденĕн III степеньлĕ, Октябрь революцийĕ, Ĕçлĕх Хĕрлĕ ялав орденĕсем, 19 медаль, çав шутра «Хăюлăхшăн» медаль - иккĕ илем кÿреççĕ. Ăна икĕ хутчен Чăваш АССР Аслă Канашĕн Президиумĕ Хисеп грамотипе наградăланă.

Районăн аталанăвне тивĕçлĕ тÿпе хывнăшăн Михаил Николаевич Петрова «Вăрмар районĕн хисеплĕ гражданинĕ» ят парса чыс тунă. Çак кунсенче вăл 85 çул тултарать. Аслă Отечественнăй вăрçăн тумхахлă çулне паттăррăн утса тухнă, мирлĕ ĕçре хăйĕн мĕн пур тăрăшулăхне панă ветеранпа эпир чăннипех те мухтанатпăр, ÿсекен çамрăк ăрăва çарпа патриотла воспитани парас ĕçре çирĕп сывлăх, ăнăçу сунатпăр.



25 февраля 2009
00:00
Поделиться