Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ача ырра курсан ырă пулать

Район администрацийĕн вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕ ЧР Президенчĕн Н.Федоровăн Патшалăх Канашне янă «Чăваш Ен çитĕнĕвĕ - кашнин пуçарулăхĕнче» Çырăвĕнче палăртнă тĕп ыйтусене пурнăçа кĕртессипе туса ирттермелли ĕçсем» темăпа Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕрремĕш вăтам шкулта ашшĕ-амăшĕсемпе ирттернĕ районти пухăва район пуçлăхĕ В.Кириллов, заместителĕ-райадминистрацин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов, район прокурорĕн заместителĕ Г.Демьянов, районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ И.Константинов, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, районти шкул директорĕсемпе заместителĕсем, çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комисси, сывлăх сыхлавĕн органĕсен представителĕсем, ашшĕ-амăшĕсем хутшăннă.

Пухăва район пуçлăхĕн заместителĕ-райадминистрацин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов уçрĕ, район прокурорĕн заместительне Г.Демьянова сăмах пачĕ.

«Çул çитмен ачасене воспитани парасси-ашшĕ-амăшĕн тивĕçĕ. Çакна РФ Çемье Кодексĕнче уççăн палăртнă. Анчах та хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕсем хăйсен тивĕçне пурнăçласах каймаççĕ. 2007 çулта çул çитмен ачасем пурĕ 11 преступлени тунă пулсан, 2008 çулта 6 пулнă. Иртнĕ çул преступленисене ытларах шкул ачисем тунă. Вĕсем тĕрлĕ енлĕ: магазинсене, автомашинăсен запас пайĕсене çаратасси, карас телефонсене вăрласси тата ытти те. Çакна палăртмалла: асăннă преступленисене халиччен нимĕнле киревсĕр ĕç пурнăçламан, çул çитмен ачасен инспекцийĕнче учетра тăман хăш-пĕр çамрăк тунă», - терĕ Геннадий Иринархович хăйĕн калаçăвне пуçланă май. Çавăн пекех районти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам - 6, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп 5 шкулпа (вĕсенчи пурĕ 1947 ачапа) ятарлă ыйтăм ирттернĕ. Унта ку е вăл ачана хумхантаракан ыйтусене хускатнă. Ыйтăмăн результачĕсене пĕтĕмлетнĕ май çакă паллă пулнă: шкулсенче çул çитмен ачасем пĕр-пĕринчен укçа-тенкĕ хăратса ыйтасси ытларах Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕрремĕш (165 тĕслĕх), Пысăк Енккассинчи (26), Энĕшпуçĕнчи вăтам шкулсенче (25 тĕслĕх) палăрнă. Çамрăк ăру хушшинче эрех-сăрапа ашкăнасси те сарăлсах пыни сисĕнет.

«Çакăн пек киревсĕр ĕçсене пĕтерес тесен ашшĕ-амăшĕн, шкулсенчи вĕрентекенсен çул çитмен ачасемпе уйрăмах тимлĕ пулмалла. Вĕсем мĕнпе интересленнине, пушă вăхăта ăçта тата кампа ирттернине педагогсен те, ашшĕ-амăшĕн те пĕлсе тăмалла»,- терĕ Г.Демьянов хăйĕн сăмахне пĕтĕмлетнĕ май.

Энĕшпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О.Иванов хăйĕн докладĕнче вырăнти çамрăк ăрăва ырă-сывă пурнăç йĕркине тытса пыма тĕрлĕ спорт мероприятисем йĕркелени, çавна май февраль уйăхĕнче ралли-кросс, пĕр тăван Ивановсене халалласа йĕлтĕр чупăвĕ йĕркелени çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ, 2008 çулта тунă ĕç итогĕсемпе паллаштарчĕ.

Районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ И.Константинов çамрăк ăрупа профилактикăлла мероприятисем тăтăшах ирттермелли, ку енĕпе профилактика канашĕн, обществăлла воспитательсен, шкулсенчи вĕрентекенсен ытларах ĕçлемеллине палăртрĕ. Çавăн пекех алкоголь шĕвекне çул çитмен ачасене сутнă тĕслĕхсене те каларĕ. Ку енĕпе çак çулта 6 протокол çырнă. «Çул çитмен ачасем преступлени çулĕ çине ан тăччăр тесен вĕрентекенсемпе ашшĕ-амăшĕсен пĕрле кар тăрса ĕçлемелле. Ача пуласлăхĕ - хамăр алăра», - терĕ Игорь Геннадьевич.

Ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕнче çавăн пекех районти тĕп библиотекăн методика пайĕн заведующийĕ Т.Федорова, Пысăк Енккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен заместителĕ А.Афанасьева, районти тĕп больницăн врач-наркологĕ В.Семенов, район администрацийĕн çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комиссийĕн секретарĕ Н.Борисова, райадминистрацин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн опека тата попечительство енĕпе ĕçлекен ертсе пыракан специалист-эксперчĕ Л.Эсенкулова тухса калаçрĕç.



28 февраля 2009
00:00
Поделиться