Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ĕçчене кризис хăратаймĕ

Чăваш çынни мĕн ĕмĕртен ĕçпе йăпанса пурăннă. Çĕр çинче ака-суха тунă, тыр-пул акса çитĕнтернĕ. Ачи-пăчине те пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарнă. Арçын ачасене пуртă-мăлатук тыттарнă, суха пуç тытса касă умне тăратнă, хĕр-упраçа тĕрĕ тĕрлеме, алса-чăлха çыхма вĕрентнĕ. Вăл вăхăтра çаксене тума пĕлмен çын таврара пулман. Пир станокĕ умне те ачаллах лартса вĕрентнĕ. Ырма та, канма та пĕлмен çав чăвашсем. Халĕ те çаплах. Ир-ирех картишĕнче выльăхсемпе тăрмашать, кил-çуртне тасатса пăхса тăрать, ачи-пăчине тумлантарса шкула ăсатать. Çуркунне майăн ĕç-пуç татах та нумайланать. Сăрт çамкисем хуралма пуçласанах канăçне çухатать ĕçчен çын. Çĕр шур кавирпе витĕнсен çеç кăшт канăçне тупать.

«Ялти çерçи выçă вилмен», - тенĕ халăхра. Тăрăшса ĕçлесен çĕр ĕçченĕ аш-какая, сĕт-турăха сутлăха та, хăй валли те тăвать. Халĕ ытларахăшĕ выльăх-чĕрлĕхрен тупăш илме тăрăшать. Хăш-хăш килте вун-вун сысна, ĕне-сурăх усракансен йышĕ нумайланчĕ. Калама кăна ансат. Килти фермăна тытса тăма мĕн чухлĕ чăтăмлăх кирлĕ. Ялсенче сысна самăртса, амасене çăвăрлаттарса çемье бюджетне пуянлатаççĕ, юнашар регионсене сутма çÿреççĕ. Тулашри республикăсенче, облаçсенче килте туса илнине тупăшлă ярăнтарма пулать.

Тăрăшуллă, пултаруллă çынна ял савать, ун пек пулма тăрăшать, чăн-чăн тĕслĕх вырăнне хурать-çке ăна вăл. Ун пеккисене хальхи пăтăрмахлă финанс кризисĕ те хăратаймасть. Хуларисенчен пĕрре те катăк пурăнмасть хальхи чăваш. Килсерен газ, шыв пур. Вăл нихăçан та кĕрĕк арки йăваласа лармасть. Ĕçсĕр вара пĕр самант та пурăнма пултараймасть. Пурнăç тыткăчи ĕçре пулнине лайăх ăнланать вăл.



04 марта 2009
00:00
Поделиться