Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ачана пулăшни - пирĕн малашлăх кун-çулĕ

Çул çитмен ачасене - тимлĕх, тетпĕр эпир яланах, мĕншĕн тесен çĕр çинчи пурнăçра ачасемшĕн тăрăшнинчен ырри нимĕн те çук. Енчен те эпир ачасемшĕн, вĕсен сывлăхĕшĕн тăрăшмастпăр, ăс-хакăлне пуянлатмастпăр, ачана йывăр вăхăтра алă параймастпăр пулсан, малашлăх пирки калаçмалли те çук. Ахальтен мар ĕнтĕ 2007 çулхи сентябрь уйăхĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕнче çул çитмен ачасемпе обществăлла воспитательсем ĕçлесси пирки саккун йышăннă. Унта çул çитмен ачасемпе общественноçăн еплерех ĕçлесе пымалли пирки тĕплĕн ăнлантарнă. Район администрацийĕн çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комисси те хăйĕн ĕçне çак саккунпа килĕшÿллĕн пурнăçласа пырать. Тĕрлĕ ĕçсем туса ирттернипе пĕрлех йывăр ачасене обществăлла воспитательсем çумне çирĕплетессипе те тăрăшаççĕ. Камсем обществăлла воспитательсем пулма пултараççĕ-ха? Ачасемпе ĕçлеме пултаракан опытлă, 18 çула çитнĕ Раççей гражданĕсене, учительсене тата ытти яваплă çынсене çирĕплетеççĕ. Енчен те камăн та пулин йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ ачасене пулăшас кăмăл пулсан, райадминистрацин çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комиссине пымалла. Ыр кăмăллăх çĕре ÿкмĕ. Вĕсене çак ĕçшĕн укçа тÿлемеççĕ. Обществăлла воспитательсем ытларах пурнăçра йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ ачасене кирлĕ: вĕсенчен хăшĕсем аслисен усал йăла-йĕркеллĕ серепине çакланаççĕ, теприсене тăван ашшĕпе амăшĕ пусмăрласа пурăнаççĕ, виççĕмĕшĕсем ирĕк пурнăçа кăмăллаççĕ, айванлăха пула тимĕр пралук леш енне те лекеççĕ. Çак ачасене пурне те общественноçран пулăшу кирлĕ. Кун пек воспитательсем пирĕн Вăрмар хула тата ял тăрăхĕсенче те пур. Вĕсем кашни ачапа уйрăмшарăн ĕçлеççĕ, ашшĕ-амăшĕсемпе те тăтăшах тĕл пулса ăнлантару ĕçĕсемпе профилактикăлла мероприятисем ирттереççĕ. Иртнĕ çул итогĕпе кун пек воспитательсене Чулкас ял тăрăхĕнчи Т.Павловапа Е.Иванована лайăх ĕçленĕшĕн район пуçлăхĕн Дипломĕпе наградăланă. Вĕсем хăйсен тивĕçĕсене яваплăха туйса туса пынă. Обществăлла воспитательсем ытларах ашшĕ-амăшĕсемпе, çул çитмен ачасемшĕн саккун умĕнче яваплă çынсемпе, организацисен администрацийĕсемпе, милици сотрудникĕсемпе тата ытти яваплă çынсемпе тачă çыхăнса ĕçлеççĕ. Çапла вара вĕсем çул çитмен ачасене воспитани парса тĕрĕс çул çине тăма, ачасен пушă вăхăтне усăллă ирттерме, спорт вăййине явăçтарма, ĕçе вырнаçтарма пулăшаççĕ. Воспитательсем хуть те хăш вăхăтра та ачасен ĕçĕ-хĕлĕпе, пурнăçĕпе интересленме пултараççĕ. Ашшĕ-амăшĕсен тивĕçĕсене пурнăçламаннисене явап тыттарма тесе кирлĕ çĕрте ыйту тăратаççĕ.



04 марта 2009
00:00
Поделиться