Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Спортри ÿсĕмсемшĕн

Чăваш Республикин Президенчĕн Хушăвĕпе килĕшÿллĕн вĕренÿре, тĕпчев, наука, пултарулăх, производство, управлени ĕç-хĕлĕнче тата бизнес-проектсем тăвас енĕпе курăмлă çитĕнÿсем тунăшăн пирĕн районти яшсемпе хĕрсем тата шкулта вĕренекенсем кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса Президент стипендине илсе тăма тытăнчĕç. Вĕсен хушшинче «Вăрмарти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ» хушма пĕлÿ паракан муниципаллă учрежденин инструктор-методисчĕ Татьяна Валерьевна Васильева та пур.

Яштака пÿ-силлĕ, пултаруллă çамрăк физкультурăпа спорта аталантарас, ÿсекен çамрăк ăрăва спортăн анлă çулĕ çине кăларас енĕпе хăйĕн мĕн пур тăрăшулăхне парать. Çамрăклах спорта юратса ÿснĕскер волейболла выляма уйрăмах кăмăллать.

- Виçĕм çул эпир волейболла выляса республикăра мала тухассишĕн яллă районсенчи хĕрарăмсен командисем хушшинче чемпион ятне çĕнсе илтĕмĕр. Пĕлтĕр виççĕмĕш вырăна тухрăмăр. Çакăнта ĕнтĕ И.Алешин тренер-преподаватель тăрăшнипе «Урмарочка» командăри О.Васильева, Е.Васильева, М.Васильева, С.Риманова, А.Никифорова, И.Никифорова, С.Степанова волейболисткăсен тÿпи уйрăмах пысăк. Кăçал та республика чемпионатне активлă хутшăнатпăр. Пĕрремĕш çаврăмĕ вĕçленчĕ ĕнтĕ, халĕ иккĕмĕш пуçланчĕ, - кăмăллăн каласа парать Татьяна Валерьевна.

Татьяна 1998 çулта Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн пĕлĕве Канашри финанспа экономика колледжĕнче малалла ÿстерет. Финансист специальноçне алла илет. Малтанах спорт çуртĕнче бухгалтерта ĕçлеме тытăнать. Часах райадминистрацин физкультурăпа спорт тата çамрăксен политикин пайĕн специалистĕнче вăй хума пуçлать. Унăн пултарулăхне кура ăна ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн инструктор-методисчĕ пулма çирĕплетеççĕ.

2006 çулта патшалăхăн Хусанти финанспа экономика институтне вĕренсе пĕтерет, экономист специальноçне илет. Халĕ вăл районти хула тата ял тăрăхĕсен централизациленĕ бухгалтерийĕнче бухгалтерта тăрăшать.

Мăшăрĕпе, Сергей Геннадьевичпа (вăл районти шалти ĕçсен пайĕнче ĕçлет), вĕсем Антон ывăл ача çитĕнтереççĕ.



04 марта 2009
00:00
Поделиться