Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Тупăш тар витĕр тухать

Шупашкарта «Çĕр улми-2009» курав иртнине хаçата вулакансем пĕлеççĕ ĕнтĕ. Курава çĕр улми туса илессине инновациллĕ аталантарас тĕлĕшпе йĕркеленĕ. Республикăра пĕрремĕш хут иртнĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятие пирĕн районтан А.Захаров хресчен (фермер) та хутшăнма кăмăл тунă. Эпир ăна курава кайса килнĕ хыççăнхи шухăш-кăмăлĕпе паллаштарма ыйтрăмăр:

- Наукăпа практика конференцине Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров уçрĕ. Çавăн пекех кунта Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - ял хуçалăх министрĕ М.Игнатьев, Мускав хулин правительствин министрĕ, апат-çимĕç ресурсĕсен департамент пуçлăхĕ А.Бабурин хутшăнчĕç.

Курава çĕр улмипе ĕçлекен предприяти-организацисемсĕр пуçне кÿршĕри регионсемпе ют çĕршывсенчен те килнĕ. Республикăра çĕр улми отраслĕпе ĕçлекен хуçалăхсем нумайăшĕ хăйсем туса илнĕ элитлă тĕрлĕ сортлă çĕр улмисене сутлăх та илсе пынă. Хĕрлĕ лапамра хĕрсех суту-илÿ пычĕ. Пурте пирĕн тăрăхра лайăх çитĕнекен çĕр улмисене туянасшăн пулчĕç. Ытти регионсенчен килнĕ хăнасем те хăйсен продукчĕсене илсе килнĕ. Кунта хутшăнакансем пурте тенĕ пекех хăйсен хуçалăхĕсемпе тата туса илекен продуктсемпе паллаштарма буклетсем хатĕрлесе килнĕ, ывăнма пĕлмесĕрех хăйсен таварĕсемпе паллаштарчĕç. Курав фермерсене рынока çул уçма пулăшать тесе шутлатăп. Ку отрасльпе эпир 1993 çултанпах ĕçлетпĕр. 15 тĕрлĕ сорт çитĕнтеретпĕр. Çĕр улми çитĕнтерни, ĕçлеме пĕлсен, самаях тупăшу парать. Ку енĕпе эпир малашне те ĕçлесшĕн-ха. «Çĕр улми-2009» курава хутшăнни çĕр ĕçĕ çине тĕплĕнрех çаврăнса пăхма, тавар пахалăхне ÿстерме хистет. Кунта килсе сахал мар çĕннине, интереслине пĕлтĕм. Эпир те рынока çĕр улмипе пуянлатма пултарнишĕн савăнатăп.

Кăçал çĕр ĕçченĕсен умĕнче пысăк тĕллев - «Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнче» ытларах ял хуçалăх продукчĕсем туса илсе ăнăçлă тупăш илесси. Ку вара тăварлă тар кăлармасăр пулмасть.



04 марта 2009
00:00
Поделиться