Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çĕрпе çыхăннă шăпа

2009-мĕш çул Чăваш Республикинче «Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ», - тесе палăртни ялта пурăнакан кашни çыннăн кăмăл-туйăмне çĕклени паллă ĕнтĕ. Ĕмĕрсем хушши ял çынни çĕр çинче ĕçлесе пиçĕхнĕ. Ахальтен каламан ĕнтĕ: «Ĕç çынна илем кÿрет», - тесе. Манăн сăмахăм та ял хуçалăхĕнче нумай çул хушши ĕçленĕ Светлана Витальевна Левина пирки пулĕ. Светлана Витальевна 1954 çулхи февралĕн 27-мĕшĕнче Мăнçырма ялĕнче çуралнă. Хĕр чухнехи хушамачĕ - Федотова. Шкул вĕренсе пĕтерсен хĕр-тантăшĕсемпе пĕрле тĕп хулана Шупашкара тухса каять. Каярахпа Мăнçырма каччипе - Николай Сергеевич Левинпа туслашса часах çемье çавăраççĕ. Чылай çул хушши Мăнçырма ялĕнчи «Правда» хуçалăхра дояркăра ĕçлет Светлана. Шыв-шурне те, çил-тăманне те пăхмасăр 27 çул ирех тăрса ял çумĕнчи фермăна васкать хастар хĕрарăм.

Ĕçе юратса та тăрăшса пурнăçланăшăн, ĕçри çитĕнÿсемшĕн темиçе хутчен те районтан хаклă парнесемпе Тав хучĕсем илме тивĕçнĕ вăл. Виçĕ ывăл - Саша, Володя тата Дима çуратса çитĕнтереççĕ вĕсем мăшăрĕпе шăкăл-шăкăл пурăнса. Ывăлĕсем вара Раççей çарĕн службине кайса килсе хăйсен таса тивĕçне пурнăçланă. Малтан пĕри, унтан тепри хăйсем те çемье чăмăртанă, ача-пăчаллă пулнă. Мĕнле хĕрарăм савăнмĕ ĕнтĕ çакăн пек тăнăçлă çемьере? Мăшăрĕ Николай Сергеевич та кăмăллăн: «Çыннăн йывăç лартса ÿстермесен, ача-пăчана тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине тăратмасан, мĕн пурăнни вара вăл», - тет час-часах ял хушшинчи калаçура.

Тĕрĕсех ĕнтĕ, пурăннă чух хастаррăн шав малаллах утасчĕ, пурнăç таппине туйса ĕç çыннисене хисеплесчĕ.



07 марта 2009
00:00
Поделиться