Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Вĕренÿре пултаруллă, спортпа туслă

Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕрремĕш вăтам шкулта пĕлÿ пухакан И.Шмелева пур предметпа та чи лайăх вĕренекенсенчен пĕри. Çавăнпа та вăл районта, республикăра тĕрлĕ предметсемпе ирттерекен олимпиадăсенче яланах малти вырăнсем çĕнсе илет. 2007-2008 çулсенче тĕрлĕ предметсемпе иртнĕ районти 4 олимпиадăра çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ. Çавăн пекех республикăра пулнă олимпиадăсенче те экологи предмечĕпе - 4-мĕш, биологипе - 5-мĕш, вырăс чĕлхипе 9-мĕш вырăнсене йышăннă. Пĕтĕм Раççейри «Вĕренÿ тата пултарулăх» конкурсра «Биологи, экологи, анатоми» номинацире лауреат пулса тăнă. 2009 çулта И.Шмелева творчествăри аталанушăн Чăваш Республикин Президенчĕн стипендине тивĕçнĕ.

Халĕ те маттур та пултаруллă хĕрача пушă вăхăта пĕрре те сая ямасть. Шкулта иртекен тĕрлĕ конкурссене активлă хутшăнать. Вăл шкулти «МиД» обществăлла организацин членĕ, аслă классен канашĕн председателĕ, «Эврика» тĕпчев отрячĕн ертÿçи. Класра вара староста ĕçĕсене пурнăçласа пырать. Вĕренÿре лайăх ĕлкĕрсе пынипе пĕрлех спортра та маттур вăл. Волейболла выляса шкул чысне районта, республикăра иртекен тупăшусенче пĕрре кăна мар хÿтĕленĕ.

2006 çултанпа «Кăйкăр» çарпа патриотизм отрячĕн командирĕн заместителĕ. Вĕсен отрячĕ районта, республикăра çулсерен иртекен çамрăк армеецсен «Зарница» вăййине активлă хутшăнать, çĕнтерÿçĕ пулса тăрать. Эппин пултаруллă та хастар хĕр ачана малашне те çитĕнÿсем тума ăнăçу сунар.



07 марта 2009
00:00
Поделиться